АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район, хула ертÿçисене пуçтарнă

28 июля 2012 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев районсемпе хуласен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ. Михаил Васильевич хăйĕн пуçламăш сăмахĕнче муниципаллă влаç халăха çывăх пулнине палăртнă, мĕншĕн тесен хăйсен кулленхи ыйтăвĕсемпе çынсем шăпах çак органсемпе час-часах çыхăнаççĕ. Пĕтĕмĕшле илсессĕн республикăри хуласемпе районсем ăнăçлă аталанса пынине, нумайăшĕнче перспективлă социаллă-экономикăллă программăсене пурнăçа кĕртнине, çапах та йывăрлăхсем пуррине палăртнă республика Пуçлăхĕ.

Муниципалитет пĕрлĕхĕсен тупăшĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕнчен налук тупăшĕн пайĕ 2012 çулхи пĕрремĕш çулта 74,7 процентпа (2 289 880 пин тенкĕ) танлашнă.

Чăвашри сĕт рынокĕнчи хаксен лару-тăрăвĕпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ С.Павлов паллаштарнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх пĕр литр сĕтĕн вăтам хакĕ 7,5 тенкĕрен пуçласа 9 тенкĕ таран.

2012 çулхи пĕрремĕш çур çулхи кăтартăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, муниципаллă пĕрлĕхсен пĕтĕмĕшле тупăшлăхĕнчи налуксен тупăшлăхĕн пайĕ 74,7 процентпа танлашнă. Муниципаллă районсен тата хула тăрăхĕсен пĕрлештернĕ бюджетăн налук тупăшĕн ÿсĕмĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 10,8 процент ÿснĕ. Асăннă кăтарту Пăрачкав (34,4 районĕсенче), Етĕрне (25,7), Сĕнтĕрвăрри (22,6), Вăрмар (22,4 ) процент ытларах.

ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев муниципаллă пĕрлĕхсен пуçлăхĕсене халăхшăн тăрăшса ĕçлемеллине, пĕтĕм йышăнăва республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн йышăнмаллине палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика