АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял тăрăхĕн центрĕ Çĕнĕ Вĕренерте пулчĕ

25 июля 2012 г.

Çĕнĕ Вĕренер ялĕ Тикаш ял тăрăхĕн центрĕнчен – Тикашран - чылай аякра вырнаçнă. Паянхи пурнăç условийĕсем тăрăх кашни гражданинăн хăйĕн кулленхи ыйтăвĕсене пурнăçлама хăй тытăмлăх органĕсем паракан документсемсĕр май килмест. Самай çулланнă çынсене Çĕнĕ Вĕренертен Тикаша çити 8 çухрăм утса çитме ансатах та мар ĕнтĕ. Çавăнпа та Тикаш ял тăрăхĕн администрацийĕ Çĕнвĕренерсен кăмăлне шута илсе кунти ял халăхне кирлĕ хутсемпе тивĕçтерес, налук пуçтарас тĕллевпе тухса çÿремелли черетлĕ йышăну ирттернĕ. Ĕç кунĕнче Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Черкасов граждансен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. Тĕпрен илсен вĕсене сĕт, какай сутмалли хаксем интереслентерчĕç. Çĕнĕ Вĕренерте пурăнакансем налуксем тÿлерĕç, вĕсене Тикаш ял тăрăхĕн специалист-эксперчĕ Г.Прокопьева йышăнчĕ. Ăна Çĕнĕ Вĕренерти Культура çурчĕн культорганизаторĕ А.Демьянова пулăшрĕ. Ял халăхĕ Тикаш тăрăхĕн администраци ĕçченĕсене йышăну хатĕрленĕшĕн тав турĕç, час-часах çакăн евĕр тĕл пулусем йĕркелеме сĕнчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика