АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Концертпа пуçланса салютпа вĕçленчĕ

25 июля 2012 г.

Юлашки çулсенче Мăнçырмара Акатуя (халĕ Ял уявĕ теççĕ) июлĕн 9-мĕш кунĕнче ирттернĕ. Кăçал вара тĕрлĕ сăлтавсене пула ăна июлĕн 15-мĕш кунне ирттерме йышăнчĕç. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче ку уява чиркÿ çывăхĕнчи площадьре ирттеретчĕç, унтан ял варринчи лапамра. Ялта çĕнĕ шкул çуртне туса пĕтерсен ун çумĕнчи стадиона куçрĕç. Акатуй стадионра 13 сехет тĕлĕнче вырăнти пултарулăх коллективĕн концерчĕпе пуçланчĕ, официаллă пайĕ – 14 сехетре.

Мăнçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Семенов ял халăхне, килнĕ хăнасене ял уявĕ уçăлни çинчен пĕлтерчĕ, пурне те ăшшăн саламларĕ. Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов сăмах илчĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл Мăнçырмари тата районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, ку ĕçре пысăк улшăнусем пулса иртнине палăртрĕ. Унтан ялти шкул директорĕ В.Николаев тухса калаçрĕ, шкул ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

Ун хыççăн ялти ĕçре палăрнă çынсене ырă сунса парнесемпе чысласси пуçланчĕ. Парнесене сцена çине тухса ялти паллă çынсем, спонсорсем пачĕç.

15 сехет. Спорт вăййисен анлă программи пуçланчĕ. Кире пуканĕ йăтасси, турник çинче туртăнасси, халăх вăййисем, футбол, волейбол ăмăртăвĕсем, шашка турнирĕ. Турнира пултаруллă спортсменсем йышлăн хутшăнчĕç, 14 çын. Çивĕч кĕрешÿре ытларах очко пухса малти вырăнсене çаксем йышăнчĕç: Н.Дмитриев (Кавал), Ю.Михайлов (Мăнçырма), О.Вакин (Вăрмар поселокĕ). Çĕнтерÿçĕсене парнесем парса чысларĕç.

17.30 минут. Кĕрешÿ вăй илчĕ. Пултаруллă спортсменсем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Финалта чылай вăхăт кĕрешнĕ хыççăн Мăнçырмари А.Михайлов çĕнтернине палăртрĕç. Паттăра така парнелерĕç. Чылайччен пычĕ ял уявĕ. Шупашкартан килнĕ эстрада артисчĕсен юррисем, дискотека шавĕ çĕрлечченех кĕрлерĕ. Уяв ячĕпе салют та пулчĕ. Пĕтĕмĕшле праçник савăнăçлă иртрĕ, кăмăла çĕклерĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика