25 июля 2012 г.
Культура, литературăпа искусство ĕçченĕсен ушкăнĕ республикăри муниципалитет йĕркеленĕвĕсен, предприяти-организаци ертÿçисене, тĕрлĕ шайри депутатсене, предпринимательсене ЧĔНСЕ КАЛАНИ
Çамрăк вулакансем валли Чăваш кĕнеке издательстви илемлĕ, пуян содержаниллĕ кĕнеке кашни çулах сахал мар кăларать. Кусем - чăваш литературин классикĕсен тата хальхи авторсен хайлавĕсем, халăх юмахĕсем, çавăн пекех чикĕ леш енчи тата вырăс çыравçисен кĕнекисене чăвашла куçарнисем. Хуласенче пурăнакан вулакансем, ача сачĕсен воспитателĕсем, кĕçĕн классене вĕрентекенсем вырăсла тата чăвашла, акăлчанла тата чăвашла кăларнă, сăрласа илемлетмелли кĕнекесене хапăл йышăнаççĕ. Вăтам тата аслă ÿсĕмри вулакансем валли «Шкул вулавăшĕ» ярăмри кĕнекесем, повеç-калавсен пуххисем пичетленеççĕ. Вĕсенче ку чухнехи ача-пăчан пуян ăс-хакăл тĕнчине уçса параççĕ.
Чăваш чĕлхине упраса аталантарас, çитĕнекен ăрăва кĕнеке вулас тĕлĕшпе кăсăклантарас, писательсене ачасемпе çамрăксем валли хайлавсем çырма явăçтарас тĕллевпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла кĕнекесен ал çырăвĕсен конкурсне ирттересси çинчен пĕлтерчĕ. Вĕсен авторĕсене грантсем парса хавхалантарĕç. Грантсемпе чысланă ал çырăвĕсене социаллă пĕлтерĕшлĕ литература пичетлессипе патшалăх политикине пурнăçлас тĕлĕшпе ĕçлекен канашпа килĕшсе татăлса социаллă пĕлтерĕшлĕ литература кăлармалли тематика планне кĕртеççĕ.
Кĕнеке сарас тĕллевпе презентацисем йĕркелеççĕ, хаçат-журналта, Наци радио тата телекурав, «Чăваш Ен» ПТРК кăларăмĕсенче çĕнĕ кĕнекесем çинчен каласа кăтартаççĕ, авторсемпе тата художниксемпе тĕл пулусем ирттереççĕ. Издательство ача-пăча кĕнекин фестивальне хастар хутшăнать, ача çурчĕсене, больницăсене кĕнеке парнелет.
Апла пулин те чăваш кĕнеки вулакан патне йĕркеллĕ çитеймест. Республикăри шкул вулавăшĕсенче хальхи вăхăтра ача-пăча кĕнеки питех те сахал.
Эпир, çак чĕнÿ авторĕсем, Сире Чăваш кĕнеке издательстви кăларнă социаллă пĕлтерĕшлĕ репертуарти ача-пăча тата ыттисен валли кăларнă кĕнекесене туянма, шкул вулавăшĕсене, ача çурчĕсене парнелеме ыйтатпăр. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен, предприяти-организаци ертÿçисене, тĕрлĕ шайри депутатсене, предпринимательсене, тăван сăмахлăх шăпипе кăсăкланакан çынсене пирĕн пуçарăва çул пама ыйтатпăр. Çитĕнекен ăру хамăр халăхăн культура пуянлăхĕпе паллашма май туптăр, хăйĕн Тăван çĕршывăн историне юратса, хисеплесе ÿстĕр.
Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă пĕрремĕш çырăвĕнче çакна палăртнăччĕ: «Ачасен вулавне аталантарасси, çул парасси - наци пурнăçĕн, унăн малашнехи утăмĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ никĕсĕ. Шăпах çакăнта шырамалла та пысăк культурăллă, ăслă-тăнлă, республикăна малалла кайма пулăшакан, унăн сумне çĕклеме пултаракан çынсене пăхса ÿстерес ĕç вăрттăнлăхне».
П.КРАСНОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн Культура, вĕренÿ, ăслăлăх тата наци политики енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ; В.ДИМИТРИЕВ, истори ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, РФ ăслăлăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ; А.АЙДАК, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ; Г.АРХИПОВ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ; В.КУЗЬМИНА, СССР халăх артистки, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ; Ю.ИСАЕВ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ; А.ДМИТРИЕВ, çыравçă, Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ; С.ПАВЛОВ, Чăваш Республикин Профессионал писательсен союзĕн правленийĕн председателĕ; Р.ЛИЗАКОВА, Чăваш Республикин Наци библиотекин директорĕ.