АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕн капиталĕн укçипе

25 июля 2012 г.

Федерацин 2006 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи «Ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕн хушма мерисемпе тивĕçтересси çинчен» 256-мĕш саккунĕ вăй илнĕренпе пирĕн республикăри 36648 хĕрарăм 2007 çултанпа иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачана çуратнă (усрава илнĕ) хыççăн амăшĕн капиталĕн сертификачĕллĕ пулнă. Çав шутра 7 пинĕшĕ ăна виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачана пурнăç парнелесен, 34-шĕ тăлăха усрава илсен тивĕçнĕ. Сăмах май, ăна пĕр хут кăна параççĕ. Ку документа илмелли йĕрке ансат: ача çурални çинчен свидетельство çыртарнă хыççăн пĕр уйăхранах унпа тивĕçтереççĕ. Виçи малтан 250 пин тенкĕпе танлашнă пулсан 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен 387640,30 тенке çитнĕ.

РФ Правительствин 2011 çулхи ноябрĕн 14-мĕшĕнчи 931-мĕш йышăнăвĕпе амăшĕн капиталĕн укçипе усă курмалли правилăсене улшăну кĕртнĕ - халĕ çав шутран ачана садике е кирек хăш вĕренÿ учрежденине илсе çÿренĕшĕн тÿлемешкĕн май пур. Сертификат ирĕкне илсе килнĕ ача 3 çул тултарсан çак тĕллевпе заявлени пама юрать. Унпа пĕрле шкул умĕнхи учрежденипе çирĕплетнĕ килĕшÿ пулмалла - ачана пăхса усранăшăн тÿлемелли виçене тата укçа куçармалли реквизитсене уйрăммăн кăтартмалла. Çемьери кирек хăш тĕпренчĕке (çав шутра аслисене, кĕçĕннине) унта çÿретнĕшĕн тÿлемелли суммăна заявлени панă хыççăн ача садне саккунпа палăртнă срокра - икĕ уйăх иртиччен - куçараççĕ, ыттине - килĕшÿре палăртнă вăхăтра. РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн социаллă тÿлевсен пайĕн пуçлăхĕ С.Николаев çирĕплетнĕ тăрăх - çĕнĕлĕхе хулара пурăнакан ашшĕ-амăшĕ хапăлласа йышăнать. Паянхи кун тĕлне çак тĕллевпе 40-ĕн заявлени (270 пин ытла тенкĕлĕх) панă ĕнтĕ. Ку енĕпе ялсенче пурăнакансем те пуçаруллăрах пуласса шанать вăл.

Амăшĕн капиталĕ шучĕпе унăн сертификачĕн ирĕкне илсе килнĕ пепке 3 çул тултарсан муниципалитетăн шкул умĕнхи учрежденийĕшĕн кăна мар, уйрăм çын тытса тăракан садиксенче пăхса усранăшăн та саплаштарма юрать. Вĕсен асăннă пулăшупа тивĕçтермешкĕн лицензи пулмалла.

Тĕплĕнрех Пенси фончĕн районти Управленийĕн ĕçченĕсенчен 2-10-35 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика