25 июля 2012 г.
Иртнĕ шăматкун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев 2012 çулхи Олимп вăййисене каймалли йыша кĕртнĕ спортсменсемпе тата вĕсен тренерĕсемпе тĕл пулнă.
Çуллахи ХХХ Олимп вăййисем Лондонра июлĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа августăн 12-мĕшĕччен пырĕç. Тăватă çулта пĕрре пулакан пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче пирĕн республикăран 5 спортсмен хутшăнĕç:
Ирина Калентьева, Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, тĕнче чемпионки, Тĕнче кубокĕсен çĕнтерÿçи, Европа чемпионачĕсен призерĕ, ХХIХ Олимп вăййисен бронза призерĕ (маунтинбайк);
Татьяна Архипова, çăмăл атлетика енĕпе тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕ, ХХIХ Олимп вăййисене хутшăннă, 2007 çулта чăрмавсем витĕр 3000 метр чупассипе тĕнче чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ, 2011 çулта 10000 метр чупассипе Раççей чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ, 2011 çулта Токио хулинчи марафонра бронза призерĕ пулнă (çăмăл атлетика – марафон); Вăрмарсем ăна ытларах Петрова хушаматпа пĕлеççĕ, вăл Карăкçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ, ăсталăхне Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта физкультура учителĕ Ю.Архипов патĕнче туптанă. (Редакцирен).
Альбина Майорова, çăмăл атлетика енĕпе тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕ, ХХVIII Олимп вăййисенче марафон чупăвне хутшăннă, 2012 çулта Японири Нагоя хулинче пĕтĕм тĕнчери марафонра çĕнтернĕ (çăмăл атлетика – марафон);
Кристина Савицкая, çăмăл атлетика енĕпе Раççей спорт мастерĕ, 2011 çулта Раççей чемпионачĕн бронза призерĕ, 2011 çулта тĕнчери çамрăксен ăмăртăвне хутшăннă, 2012 çулта çичĕ енлĕ ăмăртура Раççей чемпионки пулнă;
Елена Наговицына, çăмăл атлетика енĕпе тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕ, 2011 çулта 10000 метр чупассипе Раççей чемпионки, 2012 çулта 5000 метр чупассипе Раççей чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ.
М.Игнатьев олимпиецсемпе вĕсен тренерĕсене тăрăшуллă ĕçшĕн тав тунă, лайăх кăтартусем туса Олимп вăййисене хутшăнма тивĕçнĕ ятпа саламланă. Республика Пуçлăхĕ спортсменсен çĕнтерĕвĕсем Чăваш Ен хулисемпе районĕсенче спорта аталанма пулăшнине палăртнă.
«Лондонри вăтăрмĕш Олимп вăййисенче эсир Чăваш Енĕн ырă ятне тата çÿлерех çĕклессе шанатăп. Республикăра тăвакан спорт обьекчĕсене – Шупашкарти маунтинбайк енĕпе ĕçлекен федераллă центра тата Çĕнĕ Шупашкарти çăмăл атлетика манежне – хута ярсан пирĕн спортсменсен тăван çĕр çинче тренировкăсем ытларах ирттерме май пулĕ. Спортăн лайăх бази, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсене аталантарассине тимлени тата республикăри олимпиецсен тĕслĕхĕ малашне хамăрăн олимпиецсен шутне икĕ хут, виçĕ хут ытларах ÿстерме май парĕ», – тенĕ М.Игнатьев.
Республика Пуçлăхĕ Олимп вăййисен çĕнтерÿçисене пурлăх енчен хавхалантарасси çинчен те пĕлтернĕ. Акă, ылтăн медаль çĕнсе илнĕ спортсмена пĕр миллион тенкĕ парĕç. «Эсир старт умĕн хумханнине лайăх ăнланатпăр, çапах та çĕнтерессе шанатпăр! Пурне те çирĕп вăй-хал, ăмăртусенче çĕнтерме ăнăçу сунатăп. Эпир те сирĕнпе пулăпăр, сире чыслăн кĕтсе илĕпĕр!» – тенĕ М.Игнатьев.
ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю.Попов Олимп вăййисене виççĕмĕш хут хутшăнакан Ирина Калентьевăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн удостоверенийĕпе паллине панă.
Олимпиецсем те тренировкăсем ирттерме лайăх условисем туса панăшăн Чăваш Ен Пуçлăхне тав тунă тата республика ертÿçисем спорта тимлени вĕсемшĕн питĕ кирлине палăртнă. Михаил Васильевич спортсменсемпе тренерсен сĕнĕвĕсене итленĕ хыççăн Чăваш Ен спорт министрне С.Мельникова тивĕçлĕ хушусем панă.