АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирус сывлăха сиенлет

21 июля 2012 г.

Çын сывлăхĕ мĕнле шайра пулни хăй мĕнле пурăннинчен килет.

Арçынсенчен 62 проценчĕ пирус туртать, хĕрарăмсенчен - 15 проценчĕ. Тĕнчере миллион çын пирус тĕтĕмĕпе пĕрле тĕрлĕ наркăмăшлă япаласем çăтать. Ученăйсем каланă тăрăх, çак начар туртăм çулталăкра 4 миллион çынна вилĕм патне илсе çитерет, çав шутран Раççейре - 300 пин çынна. Пирус туртса сывлăха хавшатнипе вилесси виççĕмĕш вырăнта тăрать. Пирусçăсен шăлĕсемпе унăн тунисем, куçĕсем, çăварĕн ăшчикки чирлеççĕ, тĕрлĕ сасса йышăнакан аппарачĕ те хавшать, юн тытăмĕ те начарланать. 50 çула çитиччен асăннă киревсĕр йăлана пăрахсан, унпа çыхăннă чирсене пула вилесси икĕ хут чакать.

Пирус туртсан, çынсем хăйсене вăхăтлăха лăплантарнăн туяççĕ, тĕрлĕ наркăмăшлă япала çăтаççĕ, вĕсен çывăх çыннисене те чылай сиенлет сĕрĕм. Пируспа ашкăнакансем çывăрайманнипе нушаланаççĕ е пĕрмай çывăрас килнине туяççĕ, вĕсен тимлĕхĕ чакать, чунĕ канăçсăрланать, апат анми пулать, мăнтăрланса кайма пултараççĕ. Çавнашкал лару-тăрура вĕсем çемйисенче харкашу пуçараççĕ, эрех ĕçекен ушкăнсене хаваспах хутшăнаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика