АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çут çанталăк пулăмĕ

21 июля 2012 г.

Çуллахи вăхăтра аслатиллĕ çумăр сахал мар пулкалать. Аçа çапнă тĕслĕхсем те пур. Аçа-çиçĕм ан лектĕр тесен мĕн тумалла-ха?

Аслати эсир вăрманта чухне пуçланчĕ пулсан çÿллĕ ÿсекен йывăçсен хÿттинче ан пытанăр, уйрăмах хыр, йăмра, тирек (тополь) айĕнче. Шывра е çыран хĕрринче пулма та хăрушă, çÿллĕ вырăнсенчен аяларах вырăнсене куçма тăрăшмалла. Хăрушă вăхăтра таса уйра, хупланмалли нимĕн те çук вырăнта пултăр пулсан çĕр çине алăсемпе урасене ярса илсе пĕшкĕнсе айлăмрах вырăна ларăр. Мотоцикл, велосипед тата ытти тимĕртен тунă япаласене часрах айккине лартăр е хурăр, хăвăр вĕсенчен 20-30 метр аяккарах кайăр. Чÿречесене, алăксене, тĕтĕм тухакан мăрьесене, вентиляци шăтăкĕсене хупăр. Телефонпа та ан калаçăр. Çиçĕм вăхăтĕнче электричество проводи, антенна патне ан пырăр, чÿрече çывăхĕнче ан тăрăр, телевизор, радио тата ытти йышши электричество приборĕсене сÿнтерĕр. Аслати вăхăтĕнче автомашинăпа пыратăр пулсан, унтан ан тухăр, чÿречесене хупса хурăр, радиоприемник антеннине антарăр.

Енчен те эсир кăткăс лару-тăрăва кĕрсе ÿкрĕр, сирĕн пурнăçшăн хăрушлăх пур пулсан тÿрех «01» е «112» телефон номерĕсемпе шăнкăравлăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика