21 июля 2012 г.
Пулас ученăй-практик А.Федоров Аслă Чак ялĕнче 1932 çулхи мартăн 19-мĕшĕнче çуралнă. Йышлă çемьере ÿссе çитĕннĕскер мĕн пĕчĕкренех ĕç çумне çыпçăннă: лаша çавăтса сухаланă çĕр лаптăкне сÿрелесси арçын ачасен тивĕçĕ пулнă. Çурла тытса вырассинчен те пăрăнайман, аслисемпе пĕрлех ана пайне йышăннă, пултарнă таран çемĕлне те çыхнă, авăнне те çапнă.
Паллах, ача çулне пĕрмай ĕçре ирттернĕ теме çук, вăхăтĕнче вăййине те вылянă, пулла çÿренĕ, шыва кĕнĕ. Хĕл çитсен йĕлтĕр çине тăнă, çунашкапа ярăннă. Çÿллĕ сăрт çинчен вĕçтерсе анасси ача-пăчашăн чун киленĕçĕ пулнă. Шкула кайма вăхăт çитсен пĕлÿ енне туртăннă, кĕнеке нумай вуланă, ÿкерме юратнă. Савăнса çеç çитĕнмелле ĕнтĕ, самани улшăннă – хăрушă вăрçă пуçланнă. Кунсерен тенĕ пек ял урамĕсенче салтак юрри илтĕннĕ, ывăлĕсене ăсатакан амăшĕсен, упăшкисенчен юлакан арăмсен, ашшĕсене алă сĕлтсе тăракан ачасен хÿхлевĕ чуна пырса тивнĕ. Каякансен тăван çĕршыва хÿтĕлемелле, юлакансен çĕнтерÿшĕн ĕçлемелле.
Алексей Федоровăн ĕç биографийĕ 1941-1945 çулсенчи вăрçă вăхăтĕнче тăван колхоз уй-хирĕнче тăрăшнинчен пуçланнă. Вĕсен килĕнчен икĕ тăванĕ нимĕç фашисчĕсемпе çапăçни çамрăк ачана колхоз ĕçĕнче те, вĕренÿре те хастар пулма хистенĕ. Ялти çичĕ çул вĕренмелли шкул хыççăн виçĕ çул яхăн тăван хуçалăхра вăй хурать. Вăл кустăрмаллă трактор хуçине пулăшакан (плугарь), кайран хăй те тимĕр ута çăварлăхлать. 1947 çулта ăна «Çулталăкри чи лайăх сухаçă» ят параççĕ. Вăрçă вăхăтĕнче çитĕннĕ ачасен шкулта малалла вĕренес çулĕсем такăрах пулман çав: колхозри ĕçсенчен те татăлайман, çитменнине тата вăтам пĕлÿ илес тесен вĕреннĕшĕн укçа та тÿлемелле. Çапах та ĕмĕтне татмасть Алексей Федоров. 1950-мĕш çулта 8 класшăн экстерн майĕпе экзаменсем тытать те 9-мĕшне куçать. Вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн Хусанти С.М.Киров ячĕллĕ химипе технологи институтне вĕренме кĕрет. Пĕрремĕш курсранах (1952-1957 ç.ç.) институтăн профсоюз комитечĕн йышĕнче тăрать.1957 çулта çамрăк специалиста Украинăна Сумск облаçĕнчи Шосткăри завода яраççĕ. Маçтăр пулăшаканĕ, участок маçтăрĕ, мастерской пуçлăхĕ, цех технологĕ, лаборатори пуçлăхĕ – ĕçри пусмасемпе çапла çĕкленсе пынă Алексей Федорович. Хулари тата заводри Хисеп хăмисене кĕме тивĕçнĕ, тĕрлĕ парнесемпе наградăсем илнĕ.
1961 çулта Мускаври Пĕтĕм Союзри наукăпа тĕпчев институтĕнче ăслăлăх аслă сотрудникĕ, сирпĕнекен тата сирпĕтекен япаласене тĕпчекен лаборатори пуçлăхĕ, «Сирпĕнекен тата сирпĕтÿ япаласен» пай пуçлăхĕн çумĕнче тăрăшнă. 1966 çулта вăл техника наукисен кандидачĕн диссертацине ăнăçлă хÿтĕленĕ. А.Ф.Федоров сĕннĕ электродетонаторсемпе çĕр кăмрăкĕ кăларакан промышленноçра анлăн усă курма пуçланă. Вăл ăсталанă прибор 1969 çулта Пĕтĕм Союзри халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕн кĕмĕл медальне тивĕçнĕ.
Ăслăлăхри хăш ĕçне ытларах хаклать-ха ентешĕмĕр?
– Ĕçĕмсенчен чылайăшĕпе производствăра усă кураççĕ – çакă савăнтарать паллах. Çапах та чи хакли, килентерекенни, мăнаçлантараканни – Д.И.Менделеев таблицин спираль евĕр варианчĕ. Хальлĕхе ăна ăсчахсем пурте ырласа йышăннă теме çук, анчах та пуласлăхра ун никĕсĕ çинче Галактикăсем еплерех пулса кайнине ăнланма пулĕ. Тата ЭД–8–ПМ, ЭДКЗ – ПМ-15 электродетонаторсем. Вĕсем шахтерсен ĕç хăрушсăрлăхне темиçе хут ÿстереççĕ, – тет Алексей Федорович.
1971 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн пĕтĕмĕшле хими кафедрин заведующийĕ. 1979-1984 çулсенче хими факультечĕн деканĕ. Университетра строительство факультетне уçсан А.Ф.Федорова преподавательте ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. 1994 çултанпа вăл «Çĕнĕ строительство технологийĕпе монолит çуртсем тăвасси» кафедра заведующийĕ. Алексей Федорович строительство материалĕсемпе сирпĕтÿ хатĕрĕсем енĕпе 200 ытла ăслăлăх ĕç авторĕ, унăн 8 рационализаторла сĕнĕвне, 7 çĕнĕлĕхне, 12 меслет кăтартăвĕпе лаборатори практикумĕсене пурнăçа кĕртнĕ. Вăл ертсе пынипе нумай студент строительство енĕпе курс тата диплом ĕçĕсем хÿтĕленĕ. Университетри строительство факультетĕнче вĕрентнĕрен ун патĕнчен пулас строитель-инженерсем татăлмаççĕ: камăн проект хатĕрлемелле, камăн пулас диплом ĕçĕ валли шутлавсем тумалла. Алексей Федоровичăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 65 çул, вĕсенчен 26 çул тăршшĕ кафедра пуçлăхĕнче тăрăшать. Çапла, çулсем чылай пулин те вĕрентÿ ĕçĕнчен татăлмасть-ха Алексей Федорович. Çулла çитсен тăван ялĕнчи «фазендине» килет. Кунта уçă сывлăшра хăйне çывăх сăнсемпе киленет. Пушă вăхăтра сĕтел хушшине ларать те йĕс тимĕре шаккама пуçлать – çапла питĕ хитре ÿкерчĕксем ăсталаса кăларать. 2009 çулта Республика кунĕнче унăн чеканкисене куравра та кăтартнăччĕ.
А.Федоров Чăваш Республикин аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Тата ытти нумай награда йышĕнче чи хакли «1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медаль. Аслă Çĕнтерÿре вĕсен ăрăвĕн те паллă тивĕçĕ пурришĕн, çавна патшалăх хаклани савăнтарать Алексей Федорович Федоров ĕç ветеранне.