21 июля 2012 г.
Пирĕн пурнăçра чунри çак туйăм час-часах тĕл пулать. Тĕслĕхрен, ачасенчен пĕри мĕн енĕпе те пулин малта пырать пулсан, ыттисем ăна кĕвĕçме пуçлаççĕ. Çакă ачан çутă ĕмĕтне татать. «Ĕмĕтлĕ çын çунатлă», - тенĕ ваттисем. Чăнах та çавăн пек.
Эпĕ пурнăç пурăнма тытăннă çеç, анчах та пĕлетĕп, çĕр çинче кĕвĕçÿ туйăмне пĕтерме пулать! «Мĕншĕн пирĕн ăнмасть, унăн вара йăлтах пыл та çу пек пулса пырать?», - теççĕ кĕвĕç чунлисем. Çакăн пек çынсем, вĕсен ăмсанăвĕ ерипен кĕвĕçÿ патне çитерет. Кĕвеçÿ туйăмĕ - чуна амантать, ăна ыраттарать. Çавăнпа та кĕвĕçме никама та кирлĕ мар. Пĕтĕм телей - хамăр алăра. Нихăçан та алла ан усăр!