АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă сăмаха тивĕçнĕ

21 июля 2012 г.

Вĕрентекенсем çинчен мĕн чухлĕ ырă сăмах каласа сăвă-юрă хывман пулĕ паянхи куна. 21-мĕш ĕмĕр çÿллĕ шайри технологисен вăхăчĕ çитнине палăртать пулсан та, паянхи кун та пĕлÿ тĕнчине вĕрентекенсĕр ăнланма пулмастех-тĕр.

Паян çĕршыв аталанăвĕн чи приоритетлă енĕсенчен пĕри вăл – вĕрентÿ. Çак пархатарлă ĕçе 1955 çултах суйласа илнĕ ĕнтĕ халĕ Мăнçырмара пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕ Валентина Алексеевна Соловьева.

1960 çулта Мари республикинчи Н.К.Крупская ячĕллĕ педагогика институтне вĕренсе пĕтерсе алла хими, биологи учителĕн дипломне алла илет. Вĕрентекен ĕçне Тикаш ялĕнчи 8 çул вĕренмелли шкулта пуçланă вăл. 1961 çулта Валентина Алексеевна Мăнçырмари вăтам шкула ĕçлеме куçать те 1987 çулччен, тивĕçлĕ канăва тухичченех унта çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани, тарăн пĕлÿ пама тăрăшать. Тÿсĕмлĕ, чăтăмлă, пултаруллă пулнишĕн паянхи кун та Валентина Алексеевна тĕрлĕ çулта вĕренсе тухнă ачасен тĕл-пулăвĕсенче ырă сăмахсене тивĕçет. Хăй вăхăтĕнче пултаруллă вĕрентекен шкулти «Çутçанталăка сыхлакансен» ушкăнĕн ертÿçи пулса нумай вăй хунă. Тăрăшулăхне кура нумай Хисеп хучĕсене, «Ĕç ветеранĕ» ята, медальне тивĕçнĕ пулнă.

Мăшăрĕпе Анатолий Александровичпа 5 ача çуратса ÿстерсе, пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшса пурнăç çулĕ çине тăратнă вĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика