АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Киввăрмарсем вырмана хатĕр

21 июля 2012 г.

Тин кăна çур аки ĕçĕсем вĕçленнĕ пек туйăнатчĕ, анчах çутçанталăкăн хăйĕн вăхăчĕ – кĕрхи вырмаччен шутлă кунсем кăна юлчĕç. Ăна вăхăтра та тăкаксăр ирттерес тесен комбайнсене тĕплĕн хатĕрлесе çитермелле.

«Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществи чăх-чĕп, хур, кăркка çитĕнтерессипе ĕçлет пулсан та çĕр ĕçне тимлесси пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри пулса тăрать. Çÿлерех асăннă кайăк-кĕшĕк те, ĕне-выльăх та тĕш-тырăсăр ÿсмест. Çакна тĕпе хурса хуçалăх пуçлăхĕ Н.Петров кунта ĕçлекен специалистсемпе механизаторсене вырма ĕçĕнче усă куракан пур техникăна та хатĕрлесе çитерме хушу панă. «Вырмана районта чи малтан тухма хăнăхнă эпир, çавăнпа та техникăна хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр», – теççĕ хуçалăхăн тĕп инженерĕ Ю.Никоноров тата машинăпа трактор паркĕн заведующийĕ В.Яковлев, хуçалăхăн тĕп механикĕ В.Алексеев. «Акрос-530» (2 единица), «Енисей-950», СК-5 «Нива» комбайнсем тырă пулса çитсен ĕçе тухма хатĕррине палăртрĕç. Вĕсене пăхса тăрса ĕçе хатĕрлекенсем – Д.Войков, А.Никифоров, С.Никоноров, В.Алексеев, В.Васильев, А.Григорьев тата ытти механизаторсем.

Вырмана хатĕрленнипе пĕрлех кĕрхи çĕртме тăвас ĕç те пырать. Ăна КБМ - 10,8 культиваторсемпе И.Николаев тата Н.Петров пурнăçлаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика