АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ячĕ те «çĕнтерÿçĕ» тесе куçать

21 июля 2012 г.

В.Морозова 10 çул та тултарайман-ха, анчах РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Енри уйрăмĕ ирттерекен конкурссене, ăмăртусене хутшăнать.

Тĕлĕнмелле те мар пулĕ - ашшĕ, Владимир Вячеславович, Вăрмарти 39-мĕш номерлĕ Пушар хуралĕнче - водитель, амăшĕ, Галина Александровна, районти ВДПО организацине ертсе пычĕ. Хĕрĕ вĕсен çулĕпе кайĕ-ши, çук-и - калама йывăр, анчах çак системăра ирттерекен ăмăртусемпе конкурссене хутшăнса Вика тĕрлĕ шайри 5 диплом, 10 Хисеп хучĕ, конкурс сертификачĕсем - 4, свидетельствăсем - 2 илнĕ.

Кăçал Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулăн 3 «а» класĕнчен вĕренсе тухнăскер Ачасен Вăрмарти ÿнерпе искусство шкулĕнчи фортепиано класне çÿрет, хĕллехи вăхăтра «Илем» физкультурăпа спорт комплексне, çулла вара ашшĕ-амăшĕн тăван ялĕнчи - Кивĕ Вăрмарти - пĕвесенче шыва кĕме юратать. Ĕç çинчен те манмасть Вика - çу вăхăтĕнче аслашшĕпе асламăшне пахчара ĕçлесе пулăшать, уçă сывлăшра сывлăхне те çирĕплетет. Çакă та ăна çитĕнÿсем тума пулăшсах пырать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика