АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çынни утă çулса вутă çеç çурмасть

21 июля 2012 г.

Çак кунсенче республикăра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри çуллахи IХ ял спорт вăййисем авалхи Олимпиадăна аса илтернĕ. Ăна кăçалхипе тăххăрмĕш хут йĕркеленĕ. Утмăл икĕ регионти 2500 яхăн спортсменпа физкультурник Шупашкарти Тĕп стадионта, Кÿкеç поселокĕ çывăхĕнчи уй-хирте тата Çĕнĕ Шупашкарти спорт керменĕсенче кăна мар, юрă-ташăра та тупăшнă.

Савăнăçлă парадра Раççей Президенчĕн В.Путинăн саламне Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министрĕн çумĕ П.Семенов вуласа панă.

«...Шанатăп:кăçалхи ăмăртусем йĕркелÿ тата пултарулăх тĕлĕшĕнчен çÿллĕ шайра иртĕç, сывă та хастар пурнăç йĕркин паха енĕсене аталантарма пулăшĕç. Çакă та пĕлтерĕшлĕ – спортăн тата ялти канăвăн ку чухнехи инфратытăмне йĕркелес ĕçре влаçăн патшалăх органĕсен, бизнесăн, общество организацийĕсен вăйĕсене пĕрлештерме май парĕç», – тенĕ салам сăмахĕнче.

Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта тата Кÿкеç поселокĕ таврашĕнче вун çичĕ енпе пулса иртнĕ ăмăртусенче пирĕн республика чысне хĕрĕх спортсменпа физкультурник хÿтĕленĕ.

Çивĕч кĕрешÿре полиатлонистсем, ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсем, кире пуканĕ йăтакан тата канат туртакансем уйрăмах лайăх ăмăртнă. Вĕсен командисем пурте малти вырăнтан пĕрне йышăннă.

Алă вăйне виçессипе Канаш районĕнчи Ешкилт ялĕнчи пулас журналист, спорт мастерĕн кандидачĕ О.Игнатьева уйрăмах тĕлĕнтерчĕ. Пĕтĕм Раççейри çуллахи ял спорт вăййисен тĕп судйи, ХХVI Олимп вăййисен чемпионки, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Елена Николаева пĕлтернĕ тăрăх – комплекслă зачетра пирĕн республикăн команди пĕрремĕш вырăна тухнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика