21 июля 2012 г.
Районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне ЧР Культура министрĕ В.Ефимов ертсе пыракан ушкăн килчĕ. Информушкăн ĕçне Федераллă миграци службин республикăри Управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Поляков, «Агрофирма «Слава картофелю» тулли мар яваплă обществăн директорсен Канашĕн председателĕ А.Капитонов, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕсем: Ю.Соколов, А.Тихонов, Д.Иванов тата ытти яваплă çынсем хутшăнчĕç. Пĕрлехи информаци кунĕнче паянхи куна актуаллă та çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç: Чăваш Республикинчи çамрăк учительсене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма патшалăх пулăшăвĕ парасси; çемьесенче виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасем çуралсан уйăхсерен паракан тÿлев пирки; республикăри çулсем çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтересси, çул çинчи аварисенче сусăрланасран сыхланасси тата ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсене, çав шутра сĕт туса илекен тата сутакан мĕн пур организаципе граждансене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтересси.
Информушкăн членĕсем районăн социаллă-экономика аталанăвĕпе паллашнă хыççăн виçĕ ушкăна пайланса Кавал, Кĕтеснер, Пысăк Енккасси ял тăрăхĕсене çитсе курчĕç, çынсемпе тĕл пулчĕç, хумхантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Кавал. Чăваш Республикин Культура министрĕ В.Ефимов, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, район администрацийĕн культура, спорт тата архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ И.Дмитриева Кавал ял тăрăхĕнче пулчĕç. Вĕсем ял тăрăхĕн администрацийĕнче, культура çуртĕнче, музейре, библиотекăра, почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче, пушар деповĕнче, Кивĕ Вĕренерти клубра пулса вĕсенчи ĕç-хĕлпе паллашрĕç. Вырăнти халăхпа тĕл пулса информаци кунĕн тĕп темисемпе паллашрĕç, ыйтусем çине хуравларĕç. Культура министрĕ В.Ефимов ялти культура учрежденийĕсене сыхласа хăвармаллине, май килнĕ таран реконструкцилесе çĕнетмеллине палăртрĕ. Çавăн пекех библиотекăсем халăха вулама хаçат-журналпа тивĕçтерессипе кăсăкланчĕ. Тĕслĕхрен, Кавал библиотеки кăçалхи иккĕмĕш çур çулшăн 6 журналпа 7 хаçат çырăнса илнĕ. Министр библиотекарьсене Чăваш издательствин кĕнекисене ытларах туянма сĕнÿ пачĕ.
Кĕтеснер. А.Капитонов ертсе пыракан ушкăн Кĕтеснер ял тăрăхĕнче пулчĕ. Информушкăн ял тăрăхĕн администрацийĕнче, библиотекăра вырăнти депутатсемпе, фермерсемпе тĕл пулчĕ.
Кĕтеснер çынни çĕрпе чăнласах тухăçлă ĕçлеме пĕлнипе палăрса тăрать. Ку тăрăхра 40 çын ытла çĕр пайĕпе ĕçлет. Унсăр пуçне 22 фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Çĕр улми туса илес енĕпе Кĕтеснерсене çитекенни районта çеç мар, республикипе сахаллине палăртрĕ А.Капитонов. Çитĕнтерме пулĕ-ха, анчах вырнаçтарас енĕпе нумай чăрмав пурри те канăçсăрлантарать çĕр улми хуçисене. Александр Петрович шухăшĕпе пахча çимĕçе пахалăхлă çитĕнтермелле тата вырнаçтарма пĕлмелле. «Кĕтеснерĕн çĕр улмин брендне тума сирĕн нимĕнле чăрмав та çук, пĕрле пĕрлешсе ĕçлемелле,» - терĕ вăл. Хăй те нумай çул хушши çĕр улми çитĕнтерес, вырнаçтарас енĕпе ĕçлекенскер тĕрлĕ сĕнÿ-канаш пачĕ, хăйĕн опычĕпе паллаштарчĕ, йывăрлăхсенче пулăшма шантарчĕ. Çавăн пекех ял ĕçченĕсене сĕт хакĕ йÿнелни, фермер ĕçне пуçлакана тĕрлĕ çăмăллăхсем парасси, ял хушшинче çул-йĕр тăвасси тата ытти те пăшăрхантарать. Граждансен ыйтăвĕсем çине информаци ушкăнĕн членĕсем тулли хуравсем пачĕç, татса памалли ыйтусене пурне те тĕрлĕ шайра пăхса тухма шантарчĕç.
Пысăк Енккасси. А.Поляков ертсе пыракан ушкăн Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнчи социаллă-культурăллă объектсене çитсе курчĕç, халăхпа тĕл пулчĕç. Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисене райадминистрацинче пĕтĕмлетрĕç.