АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх пухăнчĕ, пĕрле савăнчĕ

18 июля 2012 г.

Çак кунсенче Кĕлкешре те ял кунне уявларĕç.

Çанталăкĕ те илĕртÿллĕ пулнă май халăх нумай пуçтарăнчĕ уява. Ара, Шупашкартан килекен артистсене курмасăр епле-ха чун лăпланĕ? Чăн та, вĕсен илемлĕ юрри-ташшинчен, халăхăмăрăн тăван чĕлхи янăранинчен илемли пур-ши тата?

Уява ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Борцов тата районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, «Ямуков Г.Н.» фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Г.Ямуков уçрĕç. Ĕçчен ял халăхне уяв ячĕпе саламлама хаклă хăнасем те килсе çитрĕç: район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, ял хуçалăхĕпе экологи, çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Д.Иванов, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществин директорĕ Н.Петров, Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, «Шигали» ЯХПК предприятийĕн пуçлăхĕ А.Ульянов. Ĕçре пысăк çитĕнÿ тăвакансене, ял тăрăхĕшĕн тăрăшакан ĕçченсене хаклă парнесем парса чысларĕç. Ялти чи кĕçĕн, чи аслă çынсене те манса хăвармарĕç. Нумай çул хушши пĕрле шăкăл-шăкăл пурăнакан сумлă Петровсен тата Егоровсен çемйисене чи ăшă салампа пĕрле ăшă та кăпăшка утиялсем парса чысларĕç. Кĕрлерĕç вара ун хыççăн спорт вăййисем. Уйрăмах волейбол вылясси питĕ хĕрÿ иртрĕ. Алă вăйĕ виçрĕç, чупрĕç, сикрĕç, кĕрешрĕç... Уяв çĕрле кăна фейерверкпа дискотека пулнипе вĕçленчĕ.

Пур уяв та халăх пухăнсан илемлĕ. Ялта ĕçпе пиçĕхнĕ ватăсем, вăй питти, хастар, ĕçчен çамрăксем, ачасем пурри тата пур çĕртен те хăнасем килсе тăни чуна çĕклет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика