АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслăх кĕперĕ хыврăмăр

18 июля 2012 г.

Кÿршĕллĕ районсемпе туслă пурăнас тĕллевпе Тăвай районне кĕрекен Улянкă ялне çул тытрăмăр Пысăк Енккасси Культура çурчĕ умĕнчи «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕпе. Кунта хамăр ялта çуралса ÿснĕ, халĕ Кивĕ Вăрмарта тĕпленсе пурăнакан А.Федоровăна пĕрле пыма ыйтрăмăр. Вăл çак клубра çур ĕмĕр каяллах ĕçленĕ пулсан та, ăна паллаççĕ. Пирĕн концерта питĕ килĕштерчĕç. Кашни номер хыççăн тăвăллăн алă çупрĕç. Икшер хут чĕннисем те пулчĕç. Концерт хыççăн залра ларакансене чăваш ташши ташлама чĕнтĕмĕр. Çакăнта ытларах туслашса кайрăмăр та ĕнтĕ вĕсемпе.

Клуб заведующийĕпе ял халăхĕ ырă сăмахсем каласа ăшă кăмăл-туйăмпа ăсатса ячĕç. Ватти-вĕтти тухса курăнми пуличченех пăхса тăрса юлчĕç урамра, тав турĕç. Татах та килме ыйтрĕç, шанчăкпа юлчĕç.

Транспорт çукки ура хурать. Хальлĕхе ун валли укçа тăваймастпăр-ха. Концерта хутшăнакансен вăйĕпех кайса килтĕмĕр. Малалла та çавăн пекех туслă ĕçлесе пурăнасчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика