18 июля 2012 г.
«Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприятин ĕçĕн тĕп енĕ - Вăрмар районĕнчи тата поселокри предприятисемпе организацисене, районта пурăнакансене ăшăпа тивĕçтересси.
Хальхи вăхăтра çак предприяти 2012-2013 çулхи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленессипе хĕрÿ ĕçсем пурнăçлать. Вĕсемпе пире унăн директорĕ Юрий Ефимович Никитин паллаштарать.
- Поселокри Зеленая урамри çуртсем патне ăшă çитерекен 40 метрлă трассăна тĕпрен юсанă. Çĕнĕ йышши пенополиуретан пăрăхсемпе улăштарнă. Кĕтеснер ялĕнчи шкула, ача садне, культура çуртне хутса тăракан котельнăйĕн тĕтĕм кăларакан мăрйи те кивелнĕ. Паянхи куна ăна сÿтнĕ. Ун вырăнне çĕнни лартнă.
Пĕтĕмĕшле районти ăшă çитерекен трассăсене тĕрĕслесе тухнă. Поселокри Молодежная урамра 320 метр ăшă çитерекен трассăна 325 мм диаметрлă пăрăхпа улăштарма планланă, анчах та укçа-тенкĕ çителĕксĕррине пула ку ĕçе пуçăнман-ха.
Малтан «Сельхозхими» предприятийĕ пулнă котельнăйĕнче пĕр газ хуранне КВА-0,63 маркăллă çĕнĕ хуранпа улăштармалла. Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкул территорийĕнчи ăшă çитерекен трассăна юсамалла.
Паянхи куна Молодежная урамри пĕрремĕш номерлĕ, Заводская урамри 2 номерлĕ, Энĕшпуçĕнчи котельнăйсен çивиттийĕсене юсама тытăннă. Ăшăпа тивĕçтерекен тарасасенчи сантехника оборудованине сÿтсе ревизи тăватпăр, япăххине улăштаратпăр. Иккĕмĕш номерлĕ ăшăпа тивĕçтерекен пунктра шыв пăрăхĕсене юхтарса тасатас ĕç пырать. Çывăх вăхăтра производство ĕçĕ-хĕлне пурнăçлама лицензи илме хатĕрленетпĕр. Хамăр патăрта энергоаудит ирттертĕмĕр, тепĕр майлă каласан котельнăйсем мĕнле ĕçленине тĕрĕсленĕ, ăçта кивĕ пулнине, ăçта улăштармаллине пĕтĕмлетсе анализ тунă. Тĕтĕм кăларакан мăрьесене экспертиза витĕр кăларса паспортизациленĕ. Кашни тĕтĕм мăрйин ятарлă паспорчĕ пулмалла. Çак мăрьесене экспертсем тĕрĕслеççĕ.
Пĕтĕмĕшле «Урмарытеплосеть» предприяти пĕр харăсах тĕрлĕ вырăнсенче тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлать, пурĕ 3 бригада ĕçлет. Анчах та пĕтĕм йывăрлăх укçа-тенкĕ çитменнипе çыхăннă. Ăшăпа усă курнăшăн организацисемпе учрежденисем, уйрăм çынсем паянхи куна предприятие 6 миллион та 854 пин тенкĕ, электроэнергишĕн пĕр миллион та 303 пин тенкĕ парăма кĕнĕ. Кăçалхи сентябрĕн 28-мĕшĕ тĕлне çак парăма пĕтермелле. Çавăнпа та парăмçăсене хăйсен кивçенĕсене татса пама йыхравлатпăр. Халăхра «Парăмлă пурнăç - çур пурнăç» тесе калани чăнлăхпа пĕр тан. Çакна шута хурасчĕ. Хĕл алăкран шаккасси нумаях та юлмарĕ тесен те юрать. Çу кунĕсем пирĕн тăрăхра питĕ хăвăрт иртсе каяççĕ. Вырăссен вилĕмсĕр поэчĕ А.Пушкин хăйĕн пĕр паллă произведенийĕнче «Пирĕн çурçĕрти çулла кăнтăрти хĕлсен карикатури», - тесе ахальтен каламан. Кил хушшинче юсав ĕçĕсем туса ирттерсе курнă çын вăл мĕн чухлĕ вăхăта тăсăлнине тата мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ ыйтнине питĕ лайăх пĕлет. Пирĕн хуçалăх вара пĕр çурта кăна тытса тăмасть. Çакна ăнланса пурин те шута илесчĕ, темиçе вунă парăмçăшăн пурин те нуша курмалла ан пултăр.