18 июля 2012 г.
Шупашкарти Президентăн перинаталь центрĕн территорийĕнче «Ача кĕтекен чиперуксем» мода фестивалĕ иртнĕ. Унăн тĕп шăнăрĕ – пулас амăшĕсен, кăкăр сĕчĕ çитерекен амăшĕсен илемлĕ çи-пуçпа çÿреме майсем пуррине кăтартасси. Илемлĕ тум моделĕсене кăтартассинче пулас амăшĕсем хăйсем хутшăннă, хăйсен тĕслĕхĕпе пысăк хырăмлă чухне те мода хыççăн хăвалама пултарнине çирĕплетнĕ.
Фестивале хутшăнакан хĕрарăмсене саламлама Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев та хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа килнĕ. Республика Пуçлăхĕ амăшĕсем, тин çуралнă пепкесем валли ăнăçлă условисем туса хунишĕн кăмăллă пулнине палăртнă. Çуралма хатĕрленекен пепкесен пĕчĕк чĕрисене таптаракан, телейпе çиçекен амăшĕсен пичĕсене курма уйрăмах кăмăллă пулнине палăртнă Михаил Васильевич. Çавăн пекех обществăра ача тата амăшĕн пĕлтерĕшĕ пысăк вырăн йышăнни çине пусăм тунă. Çавна май вăл хулари пĕрремĕш номерлĕ клиника больницинчи тухтăрсене, Ольгăпа Юрий Петровсен çемйине «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» РФ орденăн медалĕпе наградăланă. Вĕсем 5 ача çуратса ÿстернĕ, асли - 23, кĕçĕнни 9 çулта.
Малалла вара М.Игнатьев çемьесене амăшĕн капиталĕн, патшалăх тата республика территорийĕнче çĕр лаптăкĕ илмелли сертификачĕсене панă.
«Ача кĕтекен чиперуксем» фестивале хырăм пăрахассине хирĕç йĕркеленĕ «Мана пурнăç парнеле!» акци шайĕнче иртнĕ, хĕрарăмсене анне пулма мĕнле лайăх пулнине кăтартнă. Акци июлĕн 15-мĕшĕнче вĕçленнĕ. Çак кунсенче республикăри сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенчи хĕрарăмсен консультацийĕсенче уçă алăксен кунĕсем иртрĕç.
Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви пĕлтернĕ тăрăх ача çуратасси 2003 çултанпа ÿсме пуçланă. Кăтартусем тăрăх кăçалхи июлĕн 4-мĕшĕ тĕлне республикăра 8 пин те 561 ача çуралнă. Вĕсенчен 3 пин те 914-шĕ çемьере пĕрремĕш ачасем, 3 пин те 449-шĕ иккĕмĕшсем, 905-шĕ виççĕмĕшсем, 177-шĕ тăваттăмăшĕсем,116-шĕ пиллĕкмĕш тата ун хыççăнхи ачасем.
2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн паракан амăшĕн капиталне пама пуçланă. Çавăн пекех çитес çултан виççĕмĕш е ун хыççăн çуралакан ачасемшĕн, çемьен вăтам тупăшĕ пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен сахалрах пулсан, уйăхсерен ятарлă пособи тÿлеме пуçлаççĕ. Паянхи куна Чăваш Енре пурăнмалли чи пĕчĕк виçе 5,276 тенкĕпе танлашать. Çак пособин калăпăшĕ Чăваш Республикинче çирĕплетнĕ ачасен пурăнмалли чи пĕчĕк виçипе танлашĕ.