АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçлăхсен рейтингне палăртнă

18 июля 2012 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев 2012 çулхи июньте РФ субъекчĕсен ертÿçисен витĕмлĕхĕн рейтингĕнче - ăна Политика тата экономика коммуникацийĕсен агентстви пичетлесе кăларнă - 45-мĕш вырăн йышăннă. Республика Пуçлăхĕн позицийĕсене экспертсем федераци шайĕнче «вăйлă витĕм» тесе хакланă.

Экспертсен ыйтăмне - Раççей кĕпĕрнаттăрĕсен рейтингне шăпах ун кăтартăвĕсем тăрăх хатĕрлеççĕ - анкетăн хупă мелĕпе ирттереççĕ. 2012 çулхи июньте унта 11 эксперт хутшăннă: политологсем, политтехнологсем, медиаэкспертсем, журналистсем. Вĕсене «Çак регионсен пуçлăхĕсен федераци шайĕнчи (РФ Президенчĕн Администрацийĕнче, РФ Правительствинче, РФ Федераци Пухăвĕнче, парти тата бизнес-элитăра) витĕмлĕхне мĕнле хакланă пулăттăр (1-рен пуçласа 10 таран шкалапа)» ыйтăва хуравлама сĕннĕ.

Пĕтĕмлетÿ рейтингĕ Раççейри эксперт пĕрлĕхĕсен лидерĕсен пĕрлештернĕ хаклавне - çĕршыври регионсен пуçлăхĕсен витĕмлĕхĕ пирки - аса илтерет. Ыйтăмсен кăтартăвĕсем тăрăх хатĕрленĕ рейтинга кĕнĕ персоналисене «питĕ вăйлă витĕм» (1-20), «вăйлă витĕм» (21-50), «вăтам витĕм» (51-83) уйрăмсене вырнаçтараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика