АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбилей ăмăртăвĕ икçĕре яхăн спортсмена пухрĕ

14 июля 2012 г.

Вăхăт сисĕнмесĕрех шăвать çав. Акă кăçалхи июлĕн 8-9-мĕшĕсенче Вăрмар районĕнчи велоспорт-маунтинбайк енĕпе ирттерекен уçă чемпионатпа мала тухассишĕн, Раççей кубокĕн кросс-кантри енĕпе 10-мĕш тапхăрĕ, кунта çуралса ÿснĕ, велосипедпа чупас енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă Алексей Трофимова асăнса ирттерекен йăлана кĕнĕ 15-мĕш турнир иртрĕ.

Икĕ куна пыракан ăмăрту кăçал уйрăмах курăмлă пулчĕ. Тупăшăва хутшăнакансем яланах Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул умĕнче пухăнаççĕ. Ирхине, çак йĕркесене çыракан пынă вăхăтра, Санкт-Петербург, Тольятти хулисенчен, Чулхула облаçĕнчен килнĕ командăсен автомашинисем çитнĕччĕ те ĕнтĕ. Вăхăт шунă май шкул умне вуншар пĕчĕк автобус, çăмăл автомашинăсем килсе чарăна пуçларĕç. Мĕнле регионсен номерĕсем кăна çук-ши. Ăмăртăва йĕркелесе ирттерекенсем каланă тăрăх çак ăмăртусене Раççейĕн 15 регионĕнчен 20 ытла команда хутшăннă: Вăрмар, Муркаш, Патăрьел районĕсен, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Ижевск, Тольятти, Самара, Мускав, Санкт-Петербург, Зеленодольск хулисен тата Мускав, Чулхула, Ленинград, Чита облаçĕсен, Тутар Республикин, Краснодар крайĕн, Казахстан çĕршывĕн, ветерансен «Мастер» командисем.

Пĕрремĕш кун 11 сехетре старта тĕрлĕ çулсенчи 147 спортсмен тухрĕ. Ун умĕн ăмăртăвăн тĕп судйи С.Архипов тата тĕп секретарĕ, çав вăхăтрах ăмăртăвăн директорĕ В.Семенов (иккĕшĕ те Раççей категориллĕ судьясем). Тупăшăва хутшăнакансен хушамачĕсене вуласа панă чухнех Асамат кĕперĕн пур тĕсĕпе те йăлтăртатакан спорт формисем, каскисем - куçа йăмăхтарчĕç. Мĕн тĕсли кăна çук кунта: симĕсси, кăвакки, сарри, шурри, чăпарри... «Старт» команда панă хыççăн чи малтанах дистанцие аслă çулхи спортсменсем (18 километрлă дистанцире 4 çаврăм тумалла) тухрĕç, вĕсем хыççăн вăтам (3 çаврăм), кĕçĕн (2 çаврăм) тата чи кĕçĕннисем (1 çаврăм) умлă хыçлăн тапранчĕç. Ку мĕнле тапрату пулнине çырса кăтартма та çук, сăн ÿкерчĕк те пур енлĕн уçса параймасть. Пĕр сăмах - пуçланчĕ! Ăмăртăва йĕркелекенсем хальччен турнира кун чухлĕ спортсмен хутшăнманнине палăртрĕç. Çакă ăмăрту çавра датăсемпе пĕр килнипе те çыхăнчĕ пулĕ.

Казахстанран килнĕ команда пирки пĕр-ик сăмах. Велоспорт-маунтинбайк енĕпе вĕсене Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕ кÿршĕлле çĕршыври - «Алма-Аты» велоспорт-маунтинбайк командăн аслă тренерĕ Е.Яковлев илсе килнĕ. Унăн ашшĕ вара велоспортпа туслă пулнă. Эçпепере çуралса ÿснĕ В.Яковлев. Манмаççĕ ентешсем тăван çĕре, вăл вĕсемшĕн хаклă, енчен те пиншер çухрăмран çамрăксене тупăшма тăван тăрăха илсе килеççĕ пулсан.

Ăмăртăвăн пĕрремĕш кунĕ çивĕч иртрĕ - трасса асфальт çулпа пуçланать те ахаль çул çине - вăрман хĕррипе, çырма-çатрапа, чăнкă тăвайккисемпе юханшыв, Çĕнĕ Вĕренер ялĕ урлă иртет. Малти вырăна тухас тесе мĕн чухлĕ вăй памарĕç пулĕ спортсменсем çак трассăра. (Хăвăрах шутласа пăхăр - 18 çухрăмлă 4 çаврăм çаврăнма çăмăл-и;) Ывăннă, анчах савăнăçлă спортсменсене ялти шкул картишĕнче уява йĕркелекенсем, хăнасем - Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, Мускаври «Çĕршывăн ачисем» обществăлла организацин пуçлăхĕ И.Николаев, Мăнçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Семенов, велосипед спорчĕн Чăваш Республикин федерацийĕн председателĕ В.Мулендеев, Мускав хулинчи «Паркет çурчĕ» холдингăн президенчĕ Ю.Афанасьев, Мускаври пысăк строительство компанийĕн директорĕ В.Иванов, Мăнçырма шкул директорĕ В.Николаев, Ачасемпе çамрăксен А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов саламларĕç. Ăмăртăвăн пĕрремĕш кунĕнче тунă çитĕнÿсемпе саламласа уйрăм спортсменсене медальсемпе парнесем пачĕç.

Иккĕмĕш кун та çанталăк шăрăх тăнă пекех вĕри те хĕрÿ пулчĕ. Ку хутĕнче старта 200 яхăн спортсмен тухрĕ. Ăмăртăва хутшăннă участниксенчен чăваш спортсменĕсем уйрăмах лайăх результат кăтартрĕç. Мала тухнă пур спортсмен хушамачĕсене асăнса хăварма хаçатра вырăн та çитмĕ, анчах Вăрмарсене палăртмасан тĕрĕс мар пулĕ. Акă вĕсем - çĕнтерÿçĕсем (июлĕн 8-мĕшĕнче) 2000 çулта е каярах çуралнă ентешсем 1-3 вырăнсене никама та паман, О.Николаев (Вăрмар), А.Горшков (Кавал), Н.Иванов (Пинер) çĕнсе илнĕ, 5-мĕш вырăнта Ямпай каччи М.Степанов. 1998-1999 çулта çуралнă хĕр ачасем хушшинчи тупăшура М.Чубукова (Çиçтĕпе) 5-мĕш пулнă. Çак çулсенчех çуралнă арçын ачасем хушшинче А.Белов (Мăнçырма) 4-мĕш, А.Чубуков 7-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Аслă çамрăксем - 1996-1997 çулта кун çути курнисем хушшинче ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕн воспитанникĕ В.Михайлов, халĕ вăл «Санкт-Петербург-Сестрорецк» командишĕн тупăшать, 1-мĕш, Мăнçырмара çуралса ÿснĕ 7-мĕш номерлĕ Олимп резервĕнче ăсталăха туптакан Д.Белов 3-мĕш пулнă. 1994-1995 çулсенче çуралнă юниорсем хушшинче Пинер ялĕнче çуралнă Н.Иванов, Кавал ялĕнчи А.Терентьев (иккĕшĕ те çÿлерех асăннă Олимп резервĕн шкулĕнче вĕренеççĕ) 3-4 вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Иккĕмĕш кун та Вăрмарсемшĕн ăнăçлă пулчĕ. 2000 çулта тата каярах çуралнă арçын ачасем хушшинче кросс-кантри номинацире А.Горшков (Кавал) çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, ăмăрту Кубокне те тивĕçнĕ. О.Николаев (Вăрмар) тата М.Степанов (Ямпай) 2-3 вырăнсем йышăннă, 4-мĕш вырăнта - Н.Иванов (Пинер). 1998-1999 çулхи хĕр ачасенчен М.Чубукова (Çиçтĕпе) 5-мĕш пулнă. 1998-1999 çулсенче çуралнисенчен Мăнçырма çамрăкĕсем - Н.Мясников, А.Белов (Олимп резервĕн 7-мĕш шкулĕ) - 4-5 вырăнсенче. Аслă çамрăксенчен (1996-1997 ç.ç. çуралнă), спорт мастерĕн кандидачĕ, Вăрмар каччи В.Михайлов «Санкт-Петербург-Сестрорецк» командишĕн ăмăртать, пĕрремĕш вырăна никама та паман, Д.Белов (Мăнçырма) 4-мĕш пулнă.

1994-1995 çулсенче çуралнă хĕрсем хушшинче Чăрăшçырма хĕрĕ А.Тимофеева (ăсталăха 7-мĕш номерлĕ спорт шкулĕнче туптать) 5-мĕш вырăн йышăннă.

1994-1995 çулсенче çуралнă çамрăксенчен пирĕн икĕ ентеш А.Терентьев (Кавал) тата Н.Иванов (Пинер) (иккĕшĕ те халĕ 7-мĕш спорт шкулĕнче пултарулăха туптаççĕ) 4-5 вырăнсенче пулнă. 1993 çулсенчи арçынсенчен Çиçтĕпе каччи Н.Чубуков Мускаври Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен, 6-мĕш вырăна тухнă.

Июлĕн 19-23-мĕшĕсенче Шупашкарта велоспорт-маунтинбайк енĕпе Раççей чемпионачĕ тата мала тухассишĕн ăмăртусем иртĕç.

Пирĕн ентешсем халĕ унта кайса пысăк çитĕнÿсем тума хатĕрленеççĕ. Мăнçырмара иртнĕ ăмăртусен результачĕсем Вăрмарсем унта пысăк çитĕнÿ тăвасса шанăç параççĕ, çапла пуласса ĕненсех тăратпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика