АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илеме мĕнпе хакламалла?

14 июля 2012 г.

Çак ыйтăва икĕ енчен пăхма пулать: пĕрремĕш вăл - çыннăн тулаш енчи илемĕ, иккĕмĕшĕ вара - чунри хитрелĕх.

Мĕн кĕртетĕп-ха эпĕ чунри хитрелĕх шутне? Çыннăн ырă кăмăлне, вĕçĕ-хĕррисĕр юратăвне, тĕрĕслĕхне, ăнланнине, ним çине те пăхмасăр та каçарма пултарнине, чăн-чăн таса юратупа юратма пĕлнине. Пĕчĕк савăнăçа та пысăк парне пек, телей пек йышăннине те... Кунта тепĕр ыйту çуралать: çынна мĕн илемлетет-ши; Çакăн пек туйăмсене мĕн вăратма пултарать-ха? Атьăр-ха пĕрле шухăшлар.

Çынна çын пулăшать. Ахальтен каламан ĕнтĕ ваттисем: «Этем этеме - эмел», - тесе. Эппин, чун хитрелĕхне чун апачĕ çуратать. Кĕвĕ... Кĕвĕ чуна лăпкăлăх, аса илÿсем парнелет. Кĕвĕсĕр пуçне çынна сăвă та илемлĕх кÿрет.

Паллах çыннăн чунĕпе тулаш енĕ уйрăм çÿремеççĕ: чунра лăпкă пулсан, çакă пит çинче те палăрать.

Ман шутпа, чи кирлĕ япаласенчен пĕри вăл - кулă. Сăнăр-ха эсир, мĕн тери улшăнать çын кулсассăн, чăн-чăнах савăнсассăн.

Эппин, çывăх çыннăра ытларах савăнтарăр, хисеплĕр, юратăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика