14 июля 2012 г.
Июль уйăхĕн пуçламăш кунĕсенче Муркаш районĕнчи Юнкăпуç ялĕ çывăхĕнче, шăнкăртатса юхакан юхан шыв хĕрринче, шкул лесничествисен республикăри слечĕ иртнĕ.
Ăна шкул лесничествисен ĕçне аталантарас, вĕренекенсене хăйсем тĕллĕн тĕпчев ĕçĕсем ирттерес туртăма аталантарас енĕпе ирттереççĕ. Кăçал унăн ĕçне пирĕн районти Ачасен пултарулăх çурчĕ çумĕнчи «Çут çанталăка тĕпчекенсем» пĕрлешĕве çÿрекенсем хутшăннă. Слет программи анлă пулнă - вăрман çитĕнтерекенсен, ботаниксен, зоологсен, гидробиологсен (ку шывпа çыхăннă) конкурсĕсенче тупăшнă ачасем. Çавăн пекех командăсемпе паллаштарасси, стена хаçачĕ кăларасси, отчет ĕçĕсем тăратасси, уçă конференцире тухса калаçасси те юлашки вырăнта пулман.
Вăрмар районĕ республикăри вăрманлă тăрăхсене кĕмест пулин те, вĕсен лаптăкĕ 7 процентран кăштах кăна пысăкрах, ентешсем курăмлă çитĕнÿсем тунă. Т.Ларионова «Ботаник» конкурсра, В.Степанова наукăпа тĕпчев ĕçне хÿтĕлесе 3-мĕш вырăнсем çĕнсе илнĕ. А.Силеров «Гидробиология» енĕпе хавхалану призне тивĕçнĕ. Команда руководителĕ, биологи учителĕ Н.Кузьмина вара 2011-2012 çулсенче шкул лесничествин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан тĕпчев ĕçĕ - отчет тăратса пĕрремĕш пулнă. Стена хаçачĕ хатĕрлекенсем те питне «хĕретмен», республика шайĕнче иккĕмĕш пулнă (тĕп редакторĕ - рисованипе черчени, технологи учителĕ В.Шапеев).