АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăвакан ĕне йышĕ сĕт хакĕнчен килет

14 июля 2012 г.

Республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев 2012 çулхи июлĕн 9-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинче ял хуçалăх таварĕсене туса кăларакансене, çав шутра уйрăм хушма хуçалăх ертсе пыракан граждансене, сĕт туса илекенсемпе ăна реализацилекен агропромышленность организацийĕсене, вĕсем мĕнле право йĕркипе йĕркеленнине шута илмесĕр, патшалăх енчен пулăшу кÿресси çинчен» 81 номерлĕ Указа алă пуснă. Çак документпа килĕшÿллĕн сĕт туса илекенсене сĕте пуçтармалли хаксем йÿнелнĕ вăхăтри тăкаксене саплаштарма, компенсацилеме патшалăх енчен субсидисем уйăрмаллине çирĕплетнĕ.

Çулсеренех çуллахи вăхăтра, ытларах июнь-август уйăхĕсенче, хăйсен хуçалăхĕсенче туса илекен сĕте вырнаçтаракансем сĕт хакĕ ытла та йÿнĕ пулнипе кăмăлсăр. Çакă сĕнекен сĕт калăпăшĕ рынок ыйтнинчен нумайрах пулнипе çыхăннă. Туяннă сĕтĕн туса илекен хăй хаклăхĕ ăна курттăммăн туяннинчен хаклăрах кайса ларать. Çапла 2012 çулта çуллахи вăхăтра республикăри ял хуçалăх предприятийĕсенчен сĕте курттăмăн туянмалли хаксем 20,6 процент, халăхран пуçтаракан сĕт хакĕ 42,4 процент чакнă. Çакăн пек лару-тăру ял хуçалăх предприятийĕсенче те, уйрăм хушма хуçалăхсенче те ĕнесен йышне чакарасси патне илсе пырать.

«Халăх сĕт хакĕпе кăмăлсăрланнине эпир лайăх ăнланатпăр. Çавăнпа та республика бюджетĕнче сĕт туса илекенсене хавхалантармалли субсидисем пăхса хăварнă. Çак укçа-тенкĕпе эффективлă усă курмалла, çирĕп контрольлесе шута илмелле, - тенĕ июлĕн 9-мĕшĕнче ирттернĕ ĕçлĕ канашлура Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев сĕт производствине патшалăх енчен дотацилес ыйтусене сÿтсе явнă май. - Патшалăх пулăшăвĕ сĕт производствине аталантаракансене хавхалантаракан хушма мел пулмалла», - палăртнă М.Игнатьев. Пĕтĕмĕшле 2012 çулта чăваш ял хуçалăх производителĕсене тивекен пулăшу укçи 2,18 млрдпа танлашĕ. Сĕт туса илекенсене сĕт хакне саплаштарма 69,7 млн. тенкĕ уйăрĕç. Çĕнĕ указпа килĕшÿллĕн июнь-август уйăхĕсенче ял хуçалăх организацийĕсен чи лайăх сортлă 1 литр сĕтшĕн 2 тенкĕ, 1-мĕш сортшăн 1 тенкĕ хушма укçа уйăрса парассине пĕлтернĕ. Килти хушма хуçалăх тытакансене вара 1,5 тенкĕ пама йышăннă.

«Акă Тикаш ял тăрăхĕнче юлашки вăхăтра сĕт пуçтаракансене кашни литршăн 7 тенкĕ паратчĕç. Июлĕн 5-мĕшĕнчен вара 7 тенкĕ те 50 пус пама пуçларĕç, Хĕрлĕçырта, ытти ялсенче те çак хак çирĕпленчĕ. Сăмах май, пĕр литр сĕтшĕн паракан чи пысăк хак 2011 çулта пулнă - ун чухне пĕр литр сĕт хакĕ 17 тенкĕпе танлашнă. Çав вăхăтра ял тăрăхĕнче пурăнакансем икшер, виçшер ĕне усрама пуçларĕç», - пĕлтерет ял пуçлăхĕн заместителĕ В.Нарсов.

Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕ пĕлтернĕ тăрăх пирĕн районта пур категориллĕ хуçалăхсенче 3 пин те 997 пуç ĕне, çав шутра ял хуçалăх предприятийĕсенче 318, хресчен(фермер) хуçалăхĕсенче 70, уйрăм хушма хуçалăхсенче - 3609 пуç ĕне.

Мĕн шутлать-ха ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьевăн сутлăх сĕт туса илекенсене тата ăна вырнаçтаракансене патшалăх пулăшăвĕ памалли çинчен калакан Указĕ пирки Саруй ялĕнчи «Н.В.Тимофеев» хресчен (фермер) хуçалăх ертÿçи Н.Тимофеев;

«Паллах çакăн пек пулăшу пирĕншĕн, чылай пуç ĕне усракансемшĕн, витĕмлĕ пулăшу. Сĕт туса илекенсене хаксем чакнă тапхăрта кăна мар, çулталăкĕпех пулăшнă пулсан питĕ аван пулĕччĕ. Сăмах майăн, ытти хăш-пĕр регионсемпе облаçсенче сĕт туса илекенсене дотацилесси малтанах вăйра. Лавккана кайсан пире никам та сĕт-çу продукцине йÿнĕ хакпа памасть. Сĕт туса илекен ĕçне хаклама пĕлмелле. Патшалăх дотацисем парса пулăшать пулсан ĕнесен йышне ÿстерме те кăмăл хушăнать».

Николай Васильевич паянхи куна сĕт антаракан 26 пуç ĕне усрать. Кашни кунах 180-200 литр сĕт вырнаçтарать вăл Канашри сĕт-çу заводĕнчен килекенсене. Халăхран 7 тенкĕ те 50 пуспа пуçтараççĕ пулсан, унпа пĕр литршăн 8 тенкĕпе талаççĕ.

Сĕт туса илесси, ăна сутлăха вырнаçтарасси тупăшсăр пулмалла маррине пурте лайăх ăнланаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика