АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул пурнăçĕ

11 июля 2012 г.

Пинер. Çак кунсенче шкул çумĕнчи участокра 8-мĕш класра вĕренекенсем практика тухаççĕ - йăрансем çумлаççĕ, пахча çимĕç шăвараççĕ. Каннă хушăра вара конкурссем ирттереççĕ. Акă нумаях пулмасть «Çул çинче асăрхануллă пулăр» конкурс ирттерчĕç, çул правилисемпе паллисемпе паллашрĕç.

Чулкас. Вĕренекенсем çуллахи практикăна çÿреççĕ, пахча çимĕçе пăхса тăнисĕр пуçне чечек клумбисене тытса тăрасси çине тимлĕх уйăраççĕ. Лартасса та вĕсене çăвĕпех, кĕркуннен малтанхи кунĕсенче те ешерччĕр тесе лартнă. Ĕçе вĕрентÿпе опыт участокĕн заведующийĕ Н.Евсеева йĕркелесе пырать.

Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкул. Шкул çумĕнчи участокра 8 б тата 5 в класра вĕренекенсем тăрăшаççĕ (руководителĕсем Г.Левинăпа Ю.Прокопьева). Ю.Давыдова биологи учителĕ ертсе пынипе пахчара тирпей кĕртессипе те тимлеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика