11 июля 2012 г.
Раççей Федерацийĕн Правительствин Указĕпе килĕшÿллĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 90 çул тултарнă тата аслăрах ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене РФ Президенчĕн В.Путинăн саламлă çырăвĕпе кăçалхи июнĕн 12-мĕшĕнчен чыслама тытăннă. Çавна май иртнĕ уйăхăн 21-мĕшĕнче пирĕн района Чăваш Республикинчи федераллă тĕп инспекторĕ Г.Федоров ятарласа Кавал ял тăрăхне килсе кайнăччĕ. Геннадий Семенович Пăвакассинче çуралса ÿснĕ, халĕ Кавалта пурăнакан вăрçă ветеранне М.Лукина 90 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламланă. Иртнĕ эрнере районти официаллă çынсем тепĕр хут Кавал ял тăрăхĕнче пуçтарăнчĕç.
Июлĕн 5-мĕшĕнче Кавал ялĕнче пурăнакан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçă участникĕн тăлăх мăшăрĕ, ĕç ветеранĕ А.Инжиртова 95 çул тултарчĕ. Анна Григорьевна Кавал ялĕнче 1917 çулта çуралнă. Амăшĕн ăшшине те туйса ĕлкереймен шăпăрлан, иккĕре чухнех çывăх çынсăр тăрса юлнă. Ялти шкулта 4 класс вĕренсе пĕтернĕ. Çамрăклах хуйхи-нушине нумай курнă. Мăшăрĕ вăрçăран таврăнайман. Пĕчченех икĕ хĕрне çитĕнтернĕ. Çамрăклах ĕç çумне çыпăçнă та паянхи кунчченех кил хушшинче тĕрмешет. Мăнукĕн çемйипе пĕрле пурăнать. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Алексеева каланă тăрăх Анук аппа алă усса лармасть. Ăна пахчара çĕр улми анине çумланине те курма пулать. Куçĕ те витĕрех, район хаçатне те куçлăхсăрах вулать. Кала вара, 95 çулта тесе.
А.Инжиртовăна юбилейпе саламлама Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, район администрацийĕн организаципе контроль ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ В.Иванов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Алексеева, ял-йыш пуçтарăнчĕç. Райадминистрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ветеран ячĕпе РФ Президенчĕн В.Путин алă пуснă салама вуласа пачĕ. Анна Григорьевнăна ырлăх-сывлăх сунчĕ, вăрçă вăхăтĕнче лăш курмасăр вăй хунăшăн тав турĕ. Çавăн пекех Анук аппана мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем, кÿршисем саламларĕç. Юбиляр ячĕпе В.Табаков ертсе пыракан Кавал ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсен пултарулăх ушкăнĕ хаваслă юрăсем шăрантарчĕ. Чуна пырса тивекен кĕвĕ çеммипе Анук аппа та пĕр çаврăм ташласа илчĕ.
Хисеплĕ ветеран хăйне пысăк чыс тунăшăн пĕтĕм кăмăлтан тав турĕ.