АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурланнине пĕлтернĕ. Чăваш Ен те пулăшĕ

11 июля 2012 г.

Хурланнине пĕлтернĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Краснодар крайĕн кĕпĕрнаттăрне А.Ткачева çав тăрăхра çут çанталăк синкерне пула инкексем пулнă май Чăваш Ен те пĕрле хурланнине пĕлтерсе телеграмма янă. «Хисеплĕ Александр Николаевич, республика халăхĕ ятĕнчен эпĕ вилнисен çемйисемпе тата тăванĕсемпе, Сирĕнпе тата Сирĕн регионта пурăнакансемпе пĕрле хурланнине пĕлтеретĕп. Шар курнисене хăвăртрах сывалма, çак йывăр кунсенче тÿсĕмлĕхпе чăтăмлăх сунатăп», - тенĕ унта.

Чăваш Ен те пулăшĕ

Хальхи вăхăтра Чăваш Енре çут çанталăк синкерне пула шар курнисене ырă кăмăлтан пулăшу кÿрес енĕпе ĕçлекен штаб йĕркеленĕ. Ăна «Единая Россия» партин регион уйрăмĕн секретарĕ Н.Малов ертсе пырать. Медикаментсем пухассипе «Фармация» патшалăх унитари предприятийĕ ĕçлĕ.

М.Игнатьев инкек тÿснисене тата вĕсен тăванĕсене пулăшмашкăн укçа-тенкĕ, апат-çимĕç, япаласем пухассине йĕркелеме чĕнсе каланă. Краснодар крайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - хăвăртах пăсăлман апат-çимĕç, ача-пăча апачĕ, эмелсем, ĕçмелли шыв, ăшă утиялсем, гигиена хатĕрĕсем кирлĕ.

Ырă кăмăлтан пулăшма - апат-çимĕç, ăшă тум, вырăн таврашĕ, медицина препарачĕсем уйăрма кăмăл тăвакан предприятисем, организацисем, уйрăм çынсем «Единая Россия» парти председателĕн Д.Медведевăн регионти общество йышăнăвĕн пÿлĕмне çак адреспа пыма е шăнкăравлама пултараççĕ: Шупашкар хули, Ленинград урамĕ, 32, 106 пÿлĕм, тел.: 62-25-56. Республикăн Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин «хĕрÿ линийĕн» телефонĕ: 62-03-76. Граждансем те ятарлă счет çине укçа куçарма пултараççĕ.

Укçа-тенкĕ куçармалли расчет счечĕ:

ИНН 2309030678, КПП 230901001

Краснодарское краевое управление общественной организации «Российский Красный крест». Краснодарское отделение " 8619 Сбербанка России

к/с 30101810100000000602

БИК 040349602

р/с 40703810330000000106

Назначение платежа: Добровольное пожертвование гражданам, пострадавшим от наводнений в Краснодарском крае в 2012 году.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика