АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă çынна ял савать, çĕршыв та сума сăвать

11 июля 2012 г.

Çемье, юрату, шанчăклăх кунĕ ячĕпе район администрацийĕн ЗАГС пайĕн савăнăçлă лару-тăрусен залĕнче Энтриялĕнчи Мария Михайловнăпа Алексей Никонович Никоновсене тата Çĕнĕ Кинчерти Галина Тимофеевнăпа Анатолий Васильевич Ананьевсене чысларĕç.

Мария Михайловнăпа Алексей Никонович Никоновсем «Юратупа шанчăклăхшăн» ордена тивĕçрĕç. Çак ордена 50 е ытларах çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене параççĕ. Никоновсем мăшăрланни вара 60 çултан та ытларах. Пирĕн республикăра çакăн йышши наградăна илекенсем хушшинче Никоновсем 46-мĕшсем пулчĕç.

Çĕнĕ Кинчерте пурăнакан Ананьевсем «Юратупа шанчăклăхшăн» медале тивĕçрĕç. Çак медале 25 е ытларах çул пĕрле пурăнакан, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăракан çемьесем кăна тивĕçме пултараççĕ. Акă Галина Тимофеевнăпа Анатолий Васильевич 1977 çултанпа çемьеленсе кун кунлаççĕ. Хăйсен ĕçĕ-хĕлне вĕсем Çĕнĕ Кинчерти 8 класлă шкултан пуçланă. Анатолий Васильевич географи тата ĕç урокĕсене ертсе пынă, Галина Тимофеевна вара - физикăпа биологи. Иккĕшĕ вĕсем 3 ача çуратса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. 35 çул пĕрле пурăнакан Ананьевсем ялта хисеплĕ çынсем, хушма хуçалăх тытса пыраççĕ. Çемье пуçлăхĕ пыл хурчĕсем ĕрчетессипе ĕçлет, хăйĕн утар та пур. Мăшăрĕ вара чечексем, тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтерессине чунтан парăннă.

А.Ананьев Пинер ял тăрăхĕн депутачĕ. 2008 çулта тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн вăл ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине, 2009 çулта ЧР муниципаллă пĕрлĕхсен канашĕн чи лайăх общественникĕ ята, диплома тивĕçнĕ.

Чăваш халăхĕн чи ырă енĕсене сăнарлакан, ыттисемшĕн çутă тĕслĕх пулса тăракан çемьесене район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ЧР юстици министрĕн заместителĕ Г.Чернова, районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай начальникĕ В.Иванов, Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Шуйский, Энтрияль ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан Е.Васильева, чыслава тивĕçнĕ мăшăрсен ачисемпе мăнукĕсем, тăванĕсем хаклă мăшăрсене саламларĕç, мĕн пур ыррине сунчĕç. Çак саламсем çумне редакци коллективĕ те хутшăнать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика