АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Европа чемпионĕ

07 июля 2012 г.

Кавалта çуралса ÿснĕ, халĕ Ямало-Ненецк Автономи округĕнчи Ноябрьск хулинче пурăнакан Николай Александрович Адюков, аякра тĕпленнĕ пулин те, пирĕншĕн çывăх çын. Пултаруллă спортсмен хăйĕн спортри çитĕнĕвĕсем çинчен пире пĕлтерсех тăрать.

Ялти вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслă пулнă вăл. Ирĕклĕ майпа кĕрешме вĕренекенсен секцийĕнче спортри ăсталăха туптасах пырать. Район чысне республикăра ирттернĕ ăмăртусенче тăтăшах хÿтĕленĕ, лайăх результатсем кăтартнă.

Часах ăна Совет Çарне службăна илеççĕ. Кунта та спорта пăрахмасть. Йĕлтĕрпе чупать, ытти спорт мероприятийĕсене хутшăнать. Салтак служби çамрăк каччăшăн сисĕнмесĕрех иртсе каять.

Салтакран тĕрекленсе таврăннă чăваш каччи кÿршĕллĕ Тутар Республикинчи Васильевăри автотехникума вĕренме кĕрет, «питĕ лайăх» паллăсемпе пĕтерет. Унтан ăна Нефтеюганск хулине яраççĕ. 6 çул автоколонна начальникĕнче тăрăшать.

Часах вăл Ямало-Ненецк Автономи округĕнчи Ноябрьск хулине ĕçлеме куçать. Ун чухне 46 çулта пулнă вăл. Ирĕклĕ майпа кĕрешессине питех пропагандăламаççĕ кунта. Чăваш спортсменĕ вара штанга йăтассипе ирттерекен ăмăртусене хутшăнма пуçлать. 2000 çулта спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçлать, виçĕ енлĕ ăмăртса 600 килограмм çĕклеме пултарать. Ултă çул хушши Раççейре мала тухассишĕн ирттерекен ăмăртусене хутшăнать, виçĕ хутĕнче виççĕмĕш вырăнсене йышăнать.

2006 çулхи декабрĕн 2-мĕшĕнче кунта тухса тăракан «Северная вахта» хаçатра çапла çырнă: «Пауэрлифтинг ветеранĕ Николай Адюков «штангăпа кукленсе ларса» упражненире Ямало-Ненецк Автономи округĕн çĕнĕ рекордне тунă, 270,5 килограмм çĕкленĕ».

Тепĕр çулхине Санкт-Петербург хулинче пауэрлифтинг енĕпе Раççейре мала тухассишĕн ăмăрту ирттернĕ. Çивĕч кĕрешÿре пирĕн ентеш тепĕр чаплă çитĕнÿ тăвать. 50-59 çулхи 110 кг таран таякан ветерансем хушшинче штанга йăтассипе виçĕ енлĕ ăмăртса 650 кг çĕклет, иккĕмĕш вырăн йышăнать. Ăна Раççей пĕрлештернĕ командине кĕртеççĕ. Чехире ирттерекен тĕнче чемпионатне хутшăнма путевка çĕнсе илет.

2010 çул вĕçĕнче арçынсем хушшинче пауэрлифтинг енĕпе ирттернĕ XXI ăмăртусенче 110 кг таран таякан спортсменсем хушшинче I степеньлĕ диплома тивĕçет.

2012 çул пуçланнăранпа темиçе уйăх анчах иртрĕ-ха. Н.Адюков вара пысăк çитĕнÿ турĕ. Апрелĕн 18-22-мĕшĕнче Дон çинчи Ростовра пауэрлифтинг енĕпе Европа чемпионачĕ иртнĕ. Апрелĕн 18-мĕшĕ пирĕн ентешшĕн чи телейлĕ кун шутланать. Çавăн чухне ĕнтĕ вăл помост çине тухать. 100 килограмм таран таякан 55-59 çулсенчи ветерансем хушшинче снаряда виçĕ упражненире 467,5 кг çĕклесе пĕрремĕш вырăн йышăнать, Европа чемпионĕн ятне çĕнсе илет. Выртса 127,5 килограмлă штангăна çĕклет, Европа рекордне çĕнетет. Пĕкĕрĕлсе ларса (тĕртсе) 180 килограмлă снаряда парăнтарать.

Вăл халĕ те автоколонна начальникĕ, тăван яла-Кавала килсех çÿрет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика