07 июля 2012 г.
Кăçалхи июлĕн 8-9-мĕшĕсенче Мăнçырмара Раççей Кубокĕн 10-мĕш тапхăрĕ, кунта çуралса ÿснĕ, велосипедпа чупас енĕпе спорт мастерĕн кандидатне А.Трофимова асăнса 15-мĕш турнир иртĕ.
Пĕлтерĕшлĕ ăмăртусем умĕн А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Спорт шкулне çÿрекен велосипедистсем республика шайĕнче иртнĕ тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнчĕç. Июнь уйăхĕ вĕсемшĕн хĕрÿ пулчĕ. ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ В.Сидоров, А.Саминов хатĕрлекен ушкăнри спортсменсем кашни эрнерех хăйсен пултарулăхне çÿллĕ шайри ăмăртусенче туптарĕç. Юлашкисене кăна илер. Июнĕн 17-мĕшĕнче Шупашкар хулинче иртнĕ шоссе çинче чупассипе тата критериум ăмăртура 1998-1999 çулта çуралнă çамрăксем хушшинче Мăнçырмари Н.Мясников III вырăн, хĕр ачасем хушшинче М.Чубукова (Çиçтĕпе) иккĕмĕш вырăн йышăннă. 2000 çулта çуралнă ачасенчен Вăрмар поселокĕнчи О.Николаев пĕрремĕш, М.Степанов (Ямпай) II-мĕш вырăн йышăннă.
Июнĕн 28-мĕшĕнче Шупашкар хулинче маунтинбайк тата кросс-кантри енĕпе Чăваш Республикин чемпионачĕпе мала тухассишĕн иртнĕ ăмăртусенче те Вăрмарсем курăмлă çитĕнÿ тунă.
1994-1995 çулсенче çуралнă çамрăксем хушшинче Н.Иванов (Пинер) пĕрремĕш пулнă, А.Терентьев (Кавал) иккĕмĕш. 1996-1997 çулсенче çуралнисем хушшинче вара Д.Белов (Мăнçырма) пурне те хыçа хăварса пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнă. 1998-1999 çулта çуралнисенчен Н.Мясников (Мăнçырма) виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. 2000-2001 çулта кун çути курнисене Кавал çамрăкĕ А.Горшков пĕрне те мала тухма шанăç паман, пĕрремĕш вырăн йышăннă.