АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье тĕрекĕ – юратупа шанчăклăхра

07 июля 2012 г.

Июлĕн 8-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненекенсем Петрпа Февронийăна асăнмалли куна - Çемьепе юрату тата шанчăклăх кунне - паллă тăваççĕ. Юратакансемшĕн телейлĕ кун ку. Петр Муромский кнеçпе Феврония юратăвĕ çинчен XVI ĕмĕрти летопиçсенче сахал мар çырнă. Темле йывăр самантра та Петр кнеç тата унăн мăшăрĕ Феврония пĕр-пĕрне пăрахман. Вĕсене уйăрса ярсан та вĕсем пĕр кунта вилнĕ. Ăнлантарма та çук - вилсен те вĕсем пĕр тупăкра выртнă. Вĕсене пĕрлех пытарнă. Юрату вăйĕ вăйлă çав. Чăваш Ен Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн Указĕпе килĕшÿллĕн çемье институтне çирĕплетме пысăк тÿпе хывнăшăн Чăваш Республикинчи çемьесене «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа наградăланă. Пирĕн районтан çак пысăк наградăна Энтрияль ялĕнче пурăнакан Мария Михайловнăпа Алексей Никонович Никоновсем тивĕçнĕ.

Пĕр-пĕринпе мăшăрланса пурнăç тăршшĕпех пĕрле пурăнакан мăшăрсем чăннипех те телейлĕ. Вĕсене пĕрлештерсе тăракан юратупа шанчăклăх туйăмĕсем ĕмĕрĕпех пурăнма вăй-хăват параççĕ.

Алексей Никонович 1929 çулта Энтрияль ялĕнче кун çути курнă. Ялти 7 класлă шкултан вĕренсе тухнă, 1943 çулта Çутĕç халăх Комиссариачĕ панă свидетельство унăн халĕ те тирпейлĕн упранать. Кунта пур предметпа та «отлично» паллă тăрать. Çапла пĕр экзамен тытмасăрах вăл Çĕрпÿри медицина техникумне вĕренме кĕрет. 1947 çултан вара А.Никонов Вăрмарти санэпидемстанцинче ĕçлеме пуçлать. 1948-1953 çулсенче çамрăк каччă çар службине пурнăçлать. Çартан таврăнсан вара Пăртасри участок больницинче фельдшерта ĕçлет.

1954 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕнче Энтриялĕнче пĕрремĕш хут фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлать. Çак пункта хута ярассипе Алексей Никонович хăй нумай вăй хунă, ФАПа хăш çулхи хăш кун уçăлнине вăл паян кун та лайăх ас тăвать. Кунта вăл пĕрремĕш кунсенченех заведующинче ĕçлеме тытăнать. 9 çул ĕçленĕ хыççăн 1963 çулта Алексей Никонович Пăртасри туберкулез больницине ĕçлеме куçать. Çапла мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, 1989 çулччен, туберкулезпа чирлисене сыватас ĕçре тăрăшать. «Нумайăшĕ ĕçлеме килме шикленетчĕç туберкулез больницине, чир ересрен хăратчĕç. Мана вара çак чирĕн пĕр палли те çулăхман», - аса илет А.Никонов. Пăртас больницинче ĕçленĕ хушăра кунти профсоюз комитечĕн председателĕ пулнă вăл. Час-часах тĕп врачăн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ вырăнĕнче ĕçлеме тивнĕ. Тухтăрсем çитместчĕç вăл вăхăтра. Çынсем оспа, трахома, туберкулез чирĕсемпе йышлăн аптăранă. Алексей Никонович ĕçленĕ вăхăтра трахомăна пĕтернĕ, туберкулезпа чирлисен шутне чылай чакарма пултарнă. Пенси çулне çитсен те тепĕр 3 çул Пысăк Енккассинчи больницăра фельдшерта ĕçленĕ Алексей Никонович.

Мăшăрĕпе, Мария Михайловнăпа, 1947 çултанпа пĕрле пурăнаççĕ. Мария 1926 çулта Энтриялĕнчех çуралнă. Ялти 7 класлă шкул хыççăн çамрăк хĕр Пысăк Енккассинчи аслă классенче вĕренет. Шкул пĕтернĕ Мария Çĕрпÿри педагогика техникумне вĕренме кĕрет. Халăх вĕрентĕвĕн Вăрмар районĕнчи пайĕнче счетовод пулса ĕçлет. Кĕçех Мария Михайловнăна тăван ялти хуçалăха çак ĕçпех ĕçлеме чĕнеççĕ. Ун чухне бухгалтерсене счетовод тенĕ. Пенсие вăл 9 яла пĕрлештерсе тăракан «ХХV партсъезд» ячĕллĕ хуçалăхран экономист пулса тухнă. Тивĕçлĕ канăва кайсан 5 çул ялти ФАПра санитаркăра ĕçлет.

Никоновсем иккĕшĕ те «Раççей Федерацийĕн ĕç ветеранĕ», «Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ» ятсене тивĕçнĕ. Мария Михайловнăна 1930 çултан пуçласа кашни 10 çултанах Тăван çĕршывăн аслă вăрçин Çĕнтерĕвне халалланă юбилейлă медальсемпе наградăланă. 1946 çулта «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе наградăланă.

Мария Михайловнăпа Алексей Никонович 2 хĕр пăхса ÿстернĕ. Ачисемпе мăнукĕсем пурте аслă пĕлÿллĕ. Аслă хĕрĕ Августина Пысăк Енккассинчи çемье тухтăрĕн офисĕнче врач пулса ĕçлет, унăн йăмăкĕ Нина Çĕрпÿ хулинче - педагог.

Никоновсем мăнукĕсемпе чăннипех те мухтанаççĕ, вĕсем килсен чунтан савăнаççĕ. Кăштăр-кăштăр туса иккĕшех пурăнаççĕ вĕсем. Алексей Никонович мăшăрне хăйех сиплет, туххăмрах юн пусăмне виçсе ярать, кирлĕ эмел парать. Мария Михайловна иккĕмĕш ушкăн инваличĕ, çавăнпа та мăшăрĕ уйрăмах тимлĕх уйăрать ăна. Хĕрĕсем те килсех тăраççĕ, вăхăтра пулăшаççĕ. Никоновсем пахча çимĕç те çитĕнтереççĕ. Паянхи пурнăç условийĕсемпе кăмăллă Никоновсем. Пенси укçине вăхăтра тата çителĕклĕ илни, лавккасем тĕрлĕ таварпа тулли пулни, хăйсене тимлĕх уйăрни савăнтарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика