07 июля 2012 г.
Июль уйăхне чăвашсем ахальтен «утă» уйăхĕ тесе каламан. Çак вăхăтра выльăх-чĕрлĕх тытакан уйрăм çынсемшĕн те, уйрăмах вара пысăк хуçалăхсемшĕн хĕрÿ тапхăр.
Утă хатĕрлес тĕлĕшпе Вăрмарсем республикăра чи ăнăçлă ĕçлекенсенчен пĕрисем. Çакна вăл е ку хаçатсенче пичетлекен сводкăсем те çирĕплетеççĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи, çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп агрономĕ Н.Николаев пĕлтернĕ тăрăх, июлĕн 6-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсенче 1932 гектар çинче нумай çул ÿсекен курăксене çулнă, 2615 тонна утă пухса кĕртнĕ, 550 тонна сенаж хатĕрленĕ. «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществи 80 тонна витаминлă курăк çăнăхĕ типĕтсе кăларнă, ку ĕç малалла пырать.
Утă, сенаж хатĕрлес тĕлĕшпе уйрăмах «Вăтам Энĕш» хуçалăх (750 тонна утă, 300 тонна сенаж) хатĕрленĕ, «Шигали» ЯХПК (250 тонна утă), «Г.Н.Ямуков» (580 тонна утă), «В.А.Иванов») (220 тонна утă, 250 тонна сенаж) хресчен (фермер) хуçалăхĕсем пултаруллă ĕçлеççĕ.
Çĕртме тăвасси те район уй-хирĕсенче ăнăçлă пулса пырать. Июлĕн 6-мĕшĕ тĕлне кĕрхи культурăсем акма 1430 гектар çĕр хатĕрленĕ.