07 июля 2012 г.
Июлĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев «Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Совечĕн членĕ çинчен» указа алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн Галина Григорьевна Николаевăна Чăваш Республикин ĕç тăвакан органĕнчен Раççей Федераци Совечĕн членĕ пулма çирĕплетнĕ.
М.Игнатьев Галина Николаевна кандидатурине «Единая Россия» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн ертÿçисем пăхса тухнине палăртнă. «Ку республикăшăн та, хăвăршăн та пысăк яваплă йышăну, Федераци Советĕнче хĕрарăмсем йышлă мар, сире çак должноçа çирĕплетни ырă енлĕ улшăнусем çинчен калать», - тенĕ Михаил Васильевич тĕл пулура.
Кĕске справка
Галина Григорьевна Николава ЧР Патшалăх Канашĕн Депутачĕ, 1954 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнче Çĕмĕрле районĕнчи Хĕрлĕ Октябрь поселокра çуралнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ, «Вырăс чĕлхи тата литератури» специальноçа алла илнĕ. Шкулта вĕрентекен пулса ĕçленĕ, комсомол ĕçĕнче вăй хунă, ЧР Вĕрентÿ министрĕн заместителĕ, РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕнче ертсе пыракан тĕп специалисчĕ пулса ĕçленĕ. Каярах ытти яваплă должноçсене йышăннă. 2006 çултанпа «Единая Россия» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан комитечĕн руководителĕ.