04 июля 2012 г.
Юлашки 15 çулта сăвăссен йышĕ те, вĕсем йышăнакан лаптăксем те ÿссех пыраççĕ, Вĕсем пире вăрманта кăна мар, ялта та, паркра та çулăхма пултараççĕ.
Сăвăссем апрельтен пуçласа сентябрьччен уйрăмах хастар. Апрель, май, уйăхĕсенче вĕсем тата хăрушăрах. Хĕллехи ыйхăран вăраннăскерсем çав тери выçă. Кĕркунне еннелле вара «лăпланаççĕ».
Пĕлтĕр республикăри медицина учрежденийĕсене сăвăс çыртнипе нуша тÿснĕ 526 çын пынă. Кăçал та сăвăс тапăннă тĕслĕхсене палăртнă.
Сăвăссем-инфекци саракансем. Вăл шутра энцефалит (пус мими шыçни) вирусĕ, Лайм чирĕ, туляреми, эрлихиоз, сив чир. Çулсеренех пирĕн республикăра Лайм чирĕ пуррине палăртаççĕ. Вăл питĕ йывăррăн иртекен, ÿте, сыпăсене, нерв тытăмне, чĕрене сиенлекен инфекци чирĕ. Ăна пула çын инвалида тухма та, вилме те пултарать. Сăвăссем саракан энцефалит те çав тери хăрушă .
Тепĕр чухне çын вăрмана каймасăрах чирлет. Чечекпе, кăмпапа, йытă çăмĕпе е тумпа ерсе килнĕ сăвăс çынна çăмăллăнах çыпăçма пултарать.
Энцефалит вирусĕллĕ сăвăс çыртса илнĕ качака е ĕне сĕтне ĕçсен, çав сĕтрен тунă тăпăрча, хăймана, турăх таврашне тутансан та чир ертме пулать. Çавăнпа та сĕте вĕретмесĕр ĕçме юрамасть.
Сăвăс çыртса илнĕ вырăн малтан хĕрелет, унтан вăл пысăкланса пырать. Вăхăт иртнĕçемĕн хĕрелнĕ вырăн варри шуралать е ăна кăвакрах сĕм çапать. Çыртса илнĕ вырăн вара хытса çĕвĕленет. Сиплемесен çак паллă 2-3 эрне тăрать, унтан çухалать, 1-1,5 уйăхран вара нерв тытăмĕ, чĕре е сыпăсем сиенленни палăрма пуçлать.
Ÿт çинче сăвăс асăрхасан мĕн тумалла-ха; Май пур таран хăвăртрах çывăхри медицина учрежденине каймалла. Май килмесен вара хăвăртрах сăвăсран хăпмалла. Сăвăса суран çумĕнченех çиппе çавăрса çыхса хĕвеле май «пăрса» кăлармалла. Туртса кăларма юрамасть: пуçĕ татăлса юлма пултарать. Пинцетпа та усă курма кирлĕ мар. Сăвăсăн сĕлеке парĕсем хырăм тăршшĕпех вырнаçнă, пуссан вара унăн сĕлеки юна сирпĕнет.
Çыртнă вырăна 70 процентлă спиртпа, 5 процентлă йодпа, одеколонпа дезинфекцилемелле. Кăларнă сăвăса республикăри эпидемиологипе гигиена центрĕн лабораторине килсе памалла. Сăвăс çыртнă хыççăн 21 кун хушшинче температура ÿссен, пуç ыратсан е çаврăнсан, хăсас килсен хăвăртрах медицина учрежденине каймалла. Унран сыхланасси те йывăрах мар. Вăрмана кайнă май ÿт курăнмалла мар тумланмалла, шăлавар вĕçĕсене нуски ăшне чикмелле, пуçа калпак тăхăнмалла е тутăр çыхмалла. Энцефалит вирусĕнчен сыхланса ятарлă прививка та тăваççĕ. Ăна вăл е ку вăрманлă вырăна ĕçлеме тухса кайиччен уйăх çурă маларах тумалла.