АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул аэродром мар

04 июля 2012 г.

2012 çулхи январь-май уйăхĕсенче район çулĕсем çинче 9 авари пулнă, вилекен пулман, анчах та 10 çын сусăрланнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан çул çинче пулса иртнĕ синкерлĕ пулăмĕсен шайĕ 28,6 процент ÿснĕ, сусăрланнисен йышĕ 9,1 процент чакнă.

Мĕн тумалла - аварие лексен?

- Чи малтанах транспорт хатĕрне чармалла, авари паллине çул çине лартмалла, авари сигнализацине ĕçлеттермелле;

- çул-йĕр çинче пулса иртнĕ сăлтăкпа çыхăннă япаласене вырăнтан вырăна куçармалла мар;

- врачсем киличчен аманнисене пĕрремĕш пулăшу пама тăрăшмалла;

- «Васкавлă пулăшу» машинине чĕнсе илĕр е çул çинчи ытти машинăсемпе сусăрланнă çынсене больницăна çитерме ыйтăр;

- пулса иртнĕ ĕç çинчен полицие пĕлтерĕр;

- çул çинчи пăтăрмаха курнă çынсен хушамачĕсемпе адресĕсене çырса юлăр, ГИБДД (ГАИ) сотрудникĕсем килессе кĕтĕр.

Çакна та шута илмелле, авари вăхăтĕнче сиенленнĕ çынсем çук пулсан водительсем хăйсем хушшинче калаçса татăлма пултараççĕ, çул çинче пулса иртнĕ пăтăрмахăн схемине туса çывăхри çулпа патруль службин постне е шалти ĕçсен пайне пырса документсене йĕркелеме пултараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика