АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăт усăллă иртет

04 июля 2012 г.

Акă кĕтнĕ çуллахи каникулăн пĕр уйăхĕ хыçа та юлчĕ. Çулталăкĕпе ĕмĕтленнĕ ĕмĕтсем пурнăçа кĕреççĕ: кама кану лагерĕ кĕтет, кама хула, поход, экскурси, юхан шывпа вăрман, çырлапа кăмпа. Кама вара пахчара тăрмăшма килĕшет.

Çуллахи çанталăкĕ те ытармалла мар: янкăр та кăвак тÿпе, хĕвелĕ тата мĕнле хĕртет... Каникул... Кĕтнĕ каникул. Кан та кул. Кавал шкулĕнче вĕренекенсем вăхăта пĕрре те сая ямаççĕ, усăсăр ирттермеççĕ. Тăххăрмĕш класс ачисем яланхи пекех экзаменсем (ГИА) тытса пĕтерчĕç. Çулталăкĕпе хатĕрленни сая каймарĕ: математикăпа та, вырăс чĕлхипе те, биологипе те, физикăпа ачасем лайăх паллăсем çеç илчĕç. Вĕсем ĕнтĕ алла аттестат илсе, çунат хушса шкултан вĕçсе тухса кайрĕç. Кам ăçталла! Ĕмĕчĕсем пурнăçланасса шанатпăр.

Ытти ачасем те хăйсен ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртеççĕ: акă Çиçтĕпе ялĕнче пурăнакан пĕртăван Яковлевсем, хăйсен сывлăхĕсене «Романтика» кану лагерĕнче вăй-хал пухрĕç, путевкине вĕсем халăха социаллă хÿтлĕх паракан районти центр урлă илчĕç. Рита Даниловăпа Вова Сотников вара Муркаш районне кĕрекен «Ильинский» лагерьте сывлăхĕсене çирĕплетсе килчĕç.

Улттăмĕшпе саккăрмĕш класс ачисем çирĕплетнĕ графикпе кашни ир шкул пахчинче тăрăшаççĕ. Кунта вĕсем хăйсен воспитателĕсемпе çуркунне лартнă кишĕрпе чĕкĕнтĕре, купăстапа хăяра çумлаççĕ, шăвараççĕ. Ĕçлесе пĕтерсен канаççĕ, тĕрлĕ вăйăсем выляççĕ. Пĕрле пуçтарăнса Пăвакассипе Çиçтĕпе уйĕнче çырла пуçтараççĕ. Хĕп-хĕрлĕскер илĕртет-çке хăй патне.

Каçхине те ачасем вăхăта усăллă ирттереççĕ. Пĕрлештернĕ отрядсем пуçтарăнса футболла, шашкăлла, пионерболла выляççĕ. Çав вăхăтра ватăсене те пулăшма манмаççĕ. Уйрăмах «Искра» тата «Надежда» отрядсем питĕ активлă. Çак отряд членĕсем - В.Алексеева, Н.Кудрявцева, К.Александрова, К.Кохнурова, Н.Николаева, Н.Авакова, Л.Иванова. Ачасем районти пултарулăх çурчĕ ирттерекен мероприятисенче те хутшăнаççĕ. Нумай пулмасть районти тавра пĕлÿçĕсен, экологсен, туристсен конкурсĕсене хутшăнчĕç (топографи, медицина, азимут тупасси, туристсен маршручĕ), Кавал шкул ачисем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Каникул та ачасен ăс-тăнне, пĕлĕвне тĕрĕслесех тăрать.

Тепĕр мероприяти шкул вăрманçисен слечĕ пулчĕ. Кунта та Кавал шкул ачисем тĕрлĕ конкурссене хутшăнса (ботаника, зоологи, гидробиологи, вăрман çитĕнтересси) 4-мĕш вырăна тухма тивĕç пулчĕç.

Тăван тавралăх çинчен те манмаççĕ ачасем. Çуллахи каникулта похода каясси шкулта йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Нумаях пулмасть ачасем физкультура учителĕпе С.Чубуковăпа Куславкка районĕнчи Чашлама, Пăрмас ялĕсене çитсе курчĕç, интереслĕ çынсемпе тĕл пулчĕç.

Çакăн пек усăллă та савăнăçлă иртет Кавал шкулĕнче вĕренекен ачасен çуллахи канăвĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика