АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олимпиада путевкисемшĕн те...

04 июля 2012 г.

Шупашкарти «Олимпийский» стадионта июлĕн 3-мĕшĕнче çăмăл атлетсен Раççей чемпионачĕ пуçланчĕ.

Тăватă куна пыракан ăмăртура вĕсем çĕршыв чемпионĕ ятне тата Лондонри Олимп вăййисене хутшăнма путевка илессишĕн кĕрешĕç.

Пуçламăш тапхăрта тĕрлĕ дистанцие чупакансем, çÿллĕшпе тăршшĕне сикекенсем ăмăртаççĕ. Пĕр енĕпе - 3000 метра чăрмавсем урлă чупассипе - тÿрех финал ирттереççĕ: хĕрарăмсем 19 сехет те 50 минутра старта тухаççĕ, арçынсем тепĕр çур сехетрен.

Раççей çăмăл атлетикин сезонти тĕп уявне, чемпионата, Шупашкарта тăваттăмĕш хут ирттереççĕ. Пĕлтĕр кунта тĕнчипе паллă Ю.Борзаковский, А.Дмитрик, С.Макаров, А.Капачинская, М.Савинова, Н.Антюк, А.Чечерова, С.Феофанова, Т.Лысенко, М.Абакумова тата ыттисем ăсталăхпа палăрнăччĕ.

Стадион хуçисенчен çулталăк каялла М.Максимовăпа (сăнă ывăтасси) Л.Кузьмина (3000 метра чăрмавсем урлă чупасси) кĕмĕл медальсене тивĕçнĕччĕ.

Хальхинче чăваш спортсменĕсем пире ытларах савăнтарасса шанатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика