АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк армеецсен вăййисем

04 июля 2012 г.

Çак кунсенче Канаш районĕнче Асхвапа Шăхасан ялĕсем хушшинче çамрăк армеецсен республикăри «Зарница» тата «Орленок» вăййисен финалĕ 44-мĕш хут иртнĕ.

Унта республикăри районсемпе хуласенчен 69 команда, пин ытла çамрăк хутшăннă. Виçĕ куна тăсăлнă вăййа хутшăнакансене ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев саламлама килнĕ. Михаил Васильевич ачасем мĕнле вырнаçнипе кăсăкланнă, пурне те çитĕнÿсем патне ăнтăлма суннă. Унтан уяв парадне хутшăннă.

Пирĕн районтан та çак вăйăсене «Зарница» ушкăнĕнче пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсне вĕрентекен В.Иванов ертсе пыракан Пысăк Енккассинчи кадетсем, «Орленок» ушкăнра Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулти вĕренекенсем - ертÿçи В.Антонов (вăл та пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсене вĕрентет) хутшăннă. Çак вăйăсенче Пысăк Енккасси шкулĕн кадечĕсен команди 7-мĕш вырăн йышăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика