30 июня 2012 г.
1959 çулхи мартăн 15-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи «За коммунизм» колхозра нумай тиражлă «Коммунизмшăн» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнă. Вăл уйăхра икĕ хутчен тухса тăнă. Унăн пĕрремĕш редакторĕ В.Чернов пулнă.
«Пирĕн хаçат» умстатьяра çапла çырнă: «Паян пирĕншĕн пысăк савăнăç - колхозра «Коммунизмшăн» ятлă хаçат тухма пуçларĕ. Çакă вăл - колхозлă ял пурнăçĕнче пысăк пулăм...
Пирĕн «Коммунизмшăн» хаçат-колхозниксен хаçачĕ. Унăн колхоз пурнăçне тĕплĕн çутатмалла. Хаçатăн колхоз ĕçĕнчи çитменлĕхсене вăхăтра уçса палăртма пулăшмалла, вĕсене пĕтермелли майсене кăтартса памалла...
Хаçат ĕçне колхозниксем мĕнчул активлăрах хутшăнĕç, çавăн чухлĕ интереслĕ тухĕ.
Ăнăçлăх сунар хамăрăн хаçата!» Хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнă ятпа «Коммунизмшăн» хаçат редакцийĕпе вулаканĕсене КПСС Вăрмар райкомĕ, районти «Хĕрлĕ ялав» редакцийĕ тата Тăвай районĕнчи «Знамя» колхозри «Ялав» хаçат редколлегийĕ хĕрÿллĕн саламланă, ĕçре пысăк ăнăçлăхсем суннă.
1961 çулта «Коммунизмшăн» хаçата Г.Матвеев кăларса тăнă. Хаçатăн пур номерĕсем те паянхи кунчченех упранаççĕ.
«За коммунизм» колхоз Тикаш, Хĕрлĕçыр, Шăхаль, Çĕнĕ Вĕренер ялĕсене пĕрлештерсе тăнă. Колхоз председателĕ пулса Ф.Кондаков ĕçленĕ.
Хаçат районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат типографийĕнче çапăнса тухнă.