30 июня 2012 г.
Пушар хуралĕн, редакци ĕçченĕсем вут-çулăмран асăрханмалли çинчен аса илтерсех тăратпăр пулин те инкексенчен хăтăлаймастпăр. Çулталăк пуçланнăранпа районта 11 пушар пулнă, вĕсенче 4 çын пурнăçĕ татăлнă. Июнь уйăхĕнче пĕрин хыççăн тепĕр пушар районта тĕрлĕ çĕрте алхасрĕç. Кĕтмен çĕртен сиксе тухнă инкек вырăнĕсене те пулăшу службин сотрудникĕсем вăхăтра çитсе вут-çулăма парăнтарчĕç.
Июнĕн 9-мĕшĕнче Хĕрлĕçыр ялĕнче пурăнмалли çурт çуннă. Пушар кăнтăрла иртсен пĕр сехетре пуçланнă. 74 çулхи кинемей кăнтăрлахи апат хатĕрлеме шутланă - кăмака хутса янă, хăй вара çывăрса кайнă. Ĕнек шăршипе вăранса кайнăскер кухньăна вут-çулăм ярса илнине курнă, «01» номерпе пулăшу службине чĕнсе илнĕ. Инкек вырăнне пулăшу хăвăртах çитнĕ. 20 минута яхăн вут-çулăмпа кĕрешнĕ хыççăн пушарниксем «хĕрлĕ автана» парăнтарнă. Вут-çулăм пĕтĕмĕшле 150 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ: çуллахи кухня çунса кайнă, çуртăн пурăнмалли пайне, сарайăн çивиттине сиен кÿнĕ. Пушар сăлтавĕ кăмакапа усă курмалли хăрушсăрлăх правилисене пăснăран пулнă.
Июнĕн 13-мĕшĕнче ирхине 4 сехет те 45 минутра «01» номер çине вут-çулăм алхасни пирки Тикаш ялĕнчен пĕлтерÿ çитнĕ. Пушар машинисем инкек вырăнне кĕске вăхăт хушшинчех çитнĕ. Пушарта утă, хуралтăсем çуннă. Пурăнмалли çурта, ытти хуралтăсене çулăма ярса илме паман. Пушар çиçĕм çапнипе тухнă.
Июнĕн 19-мĕшĕнче «хĕрлĕ автан» Энĕшпуçĕнче «авăтнă». 48 çулхи арçыннăн хуçалăхĕнче мунча çуннă. Ялта пурăнакансем МЧС сотрудникĕсене чĕнсе илнĕ, анчах та мунча тĕпĕ-йĕрĕпех çунса кĕлленнĕ. Вут-çулăма парăнтаракансем кÿршĕ хуралтăсене çулăмран хăтарса хăварма пултарнă.
Июнĕн 20-мĕшĕнче Вăрмар поселокĕнчи Механизаторсен урамĕнче йывăçран тунă сарая çулăм ярса илнĕ. Пĕтĕмĕшле çулăмра 2 сарай çуннă, тепĕр 6 сарай тата тимĕр гараж сиенленнĕ.
Районăн хисеплĕ çыннисем! Пушар тухсан карас телефонĕсенчен «01» е «112» номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр.