30 июня 2012 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Кун йĕркинчи тĕп ыйту - Республика кунне уявланине пĕтĕмлетесси. Тĕп докладсене ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ А.Табаков, ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ В.Ефимов тунă.
А.Табаков Шупашкарти V экономика форумĕн (июнĕн 21-24-мĕшĕсенче иртнĕ) ĕçне 1000 ытла çын хутшăннине пĕлтернĕ. Çав шутра - Раççей Экономика аталанăвĕн министерствин, Федерацин ăс-хакăл харпăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен службин представителĕсем, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем, Раççей Федерацийĕн 19 субъекчĕн ĕç тăвакан влаç органĕсемпе организацийĕсен, çавăн пекех 9 ют патшалăх (Япони, Швейцари, Итали, Германи, Аслă Британи, Иран, Венгри, Беларуç, Латви) представителĕсем. Июнĕн 21-23-мĕшĕсенче «Контур» суту-илÿпе курав комплексĕнче регионсен хушшинчи «Регионсем: чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курав иртнĕ. Унта 228 организаци Раççей Федерацийĕн 13 субъекчĕпе Итали çĕршывĕнчен хутшăннă, куравра республикăра пурăнакан тата кунта хăнана килнĕ 60 пин ытла çын пулнă.
Форум пĕтĕмлетĕвĕсенчен пĕри - Шупашкарта Технологисемпе инновацисене пулăшакан центр уçасси çинчен йышăну кăларни. Хальлĕхе Раççейре кунашкал пĕр центр çеç-ха - Санкт-Петербургра.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «РусГидро» АУО хушшинче форум ĕçленĕ вăхăтра 2012-2016 çулсене пĕр-пĕринпе çыхăну тытасси тата туслă ĕçлесси çинчен калакан йышăнăва алă пусса çирĕплетнĕ. Çак вăхăтра Шупашкар ГЭСне юсама тата çĕнетсе улăштарма 1 млрд та 30 млн тенкĕ явăçтарма палăртаççĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕпе «ЛУКОЙЛ-Волганефтепродукт» ООО та килĕшÿ тунă. Çавăн пекех Шупашкар хулинче Б.Хмельницкий урамĕнчи микрорайона çĕнетмешкĕн 2 млрд тенкĕ кредита явăçтарма «СУОР» компанисен ушкăнĕпе тата Перекет банкĕпе килĕшÿ тунă. А.Табаков каланă тăрăх - Пĕтĕм тĕнчери фейерверксен фестивальне Франицрен килнĕ команда Чапаев ячĕллĕ завод продукцийĕпе кăсăкланнă.
Куравпа форум пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх 3,5 млрд тенкĕлĕх килĕшÿсем тунă.
Республика кунĕн культура программи яланхи пекех пуян. Июнĕн 23-24-мĕшĕсенче Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» XX фестивалĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн призне çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри декораципе прикладной искусство ăстисен «Ăстасен Руçĕ» X фестивалĕ, Чăваш Республикин наци-культура пĕрлешĕвĕсен пултарулăх коллективĕсен «Туслăх кăшăлĕ» XI фестивалĕ, «Сăрпа Çавал кĕввисем» фольклор фестивалĕн гала-концерчĕсем, «Çĕр пин юрăпа ташă çĕршывĕнче» юрăпа ташă ансамблĕсен конкурсĕ, «Чăваш Ен кĕввисем «Çĕнĕ Юхăм» эстрада юрăçисен конкурсĕ, республикăри художество пултарулăх коллективĕсен тата чĕннĕ çăлтăрсен концерчĕсем иртнĕ.
Пĕтĕм Раççейри «Раççей çăл куçĕсем» фестивале - Раççей Федерацийĕнчи 38 регионти 42 пултаруллă коллективĕ, Беларуç Республикинчи 2 коллектив - республика хăнисем çеç 1000-е яхăн çын хутшăннă. Кунсăр пуçне уяв мероприятийĕсене Чăваш Енри 200 ытла коллектив (4 пине яхăн юрăç) хутшăннă.
ЧР шалти ĕçсен министрĕ С.Семенов палăртнă тăрăх - общество йĕркине çÿллĕ шайра сыхланă, уяв мероприятийĕсем ирттернĕ вырăнсенче общество йĕркине пăсни пулман. Чăваш Ен Пуçлăхĕ яваплăха туйнăшăн, лайăх кăтартусемпе ĕçленĕшĕн мероприятисем ирттерме хутшăннисене, Чăваш Ере пурăнакансене пурне те тав тунă.