30 июня 2012 г.
Районтан тухнă çамрăк спортсменсен ăсталăхĕ куллен ÿссе пыни спорта çывăх кашни çыннах савăнтарать. Олимп вăййисен чемпионĕн Валериан Соколов боксерăн чаплă çĕнтерĕвĕпе хавхаланса чылай çамрăксем бокс енĕпе спортăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрленеççĕ.
Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Никита Васильевпа (Вăрмар поселокĕ) Евгений Осипов (Тупах) бокс енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă.
Çамрăк боксерăн Игорь Николаевăн (Кивĕ Вăрмар) пултарулăхне уйрăмах палăртмалла. Ялти шкулта вĕреннĕ чухнех район центрĕнчи «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕнче (тренерĕ ашшĕ, СССР спорт мастерĕ Г.Николаев пулнă) бокспа кĕрешмелли ăсталăха ÿстерсех пынă, ăмăртусене тăтăшах хутшăннă, лайăх результатсем кăтартнă.
Часах вăл Мурманскри Тинĕс лицейне вĕренме кĕрет. Хăйĕн спортри ăсталăхне Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ, кикбоксинг енĕпе тăхăр хут тĕнче чемпионĕ ята тивĕçнĕ А.Гисмеев патĕнче ÿстерет.
2003-2004 çулсенче бокс енĕпе чапа тухнă О.Саитов боксерăн парнисене çĕнсе илессишĕн Санкт-Петербургра ирттернĕ турнирсенче çĕнтерсе чемпион пулнă, «Чи лайăх боксер» ята тивĕçнĕ.
2010 çулхи августăн 6-8-мĕшĕсенче Раççей профсоюзĕсен Тĕп Совечĕ çитĕнсе çитнисем хушшинче бокс енĕпе кĕрешсе мала тухассишĕн Шупашкарта иртнĕ чемпионатра Игорь виççĕмĕш вырăн йышăннă.
2011 çул çамрăк спортсменшăн ÿсĕмсен çулталăкĕ пулнă. Апрель уйăхĕн пуçламăшĕнче Мурманск облаçĕнчи Североморск хулинче бокс енĕпе Токиори Олимпиадăн бронза призерĕн В.Емельяновăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри турнира хутшăннă. Çурма финалта осетина выляса янă. 60 килограмм таран таякан боксерсем хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăннă, бронза медале тивĕçнĕ, спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă.
2011 çулхи сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш Республикинчи «Урожай» физкультурăпа спорт обществи бокс енĕпе республикăра мала тухассишĕн Вăрнар районĕнчи Калининăра ăмăрту тата чемпионат ирттернĕ. 1993 çулта çуралнă тата унтан та аслăрах, 64 килограмм таран таякан спортсменсем хушшинче Кивĕ Вăрмар каччи Игорь Николаев хăй енĕпе тупăшакансене пурне те çĕнтерсе чемпион ятне çĕнсе илнĕ. Çакă ăна çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарнă. Умра - çĕнĕ ăмăртусем. Североморск хулинче пулакан Пĕтĕм Раççейри боксерсен турнирне каймалла. Ку хулара ирттернĕ ăмăртура иртнĕ çул çеç пулнăччĕ-ха вăл, виççĕмĕш вырăн йышăннăччĕ.
«Кăçал çĕнтермелле, спорт мастерĕн нормативне пурнăçлама мĕн пур вăй-хала, ăсталăха памалла», - çапла тĕллев лартнă чăваш каччи. Рингра вăл хăйне хăюллăн тытнă. Ара, ку хулара пуçласа мар-çке. Тĕллеве пурнăçа кĕртнех. «А» класлă турнирта 64 килограмм таран таякан боксерсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă, спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Ăмăртăва кайса килме спонсор пулса пулăшнă А.Васильев, В.Павлов предпринимательсен шанăçне тÿрре кăларнă, кубок çĕнсе илнĕ. Игорь Николаев Шупашкарта кооператив техникумĕнче вĕренет.