АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕр асăрханулăх ыйтать

30 июня 2012 г.

Çулсеренех çул-йĕр çинче автотранспорт хатĕрĕсемпе çыхăннă инкексенче нумай-нумай çын пурнăçĕ татăлать, статистика тăрăх вилекенсенчен кашни вуннăмăшĕ – ача.

Çавăнпа та мĕн пĕчĕкренех хамăрăн ачасене çул, транспорт çинчи, урамри хăрушсăрлăхпа çул-йĕр правилисене вĕрентмелле. Ача сачĕ çыннăн пурнăçĕнчи пĕрремĕш вĕрентÿ учрежденийĕ пулнă май, çак çулсенченех çул-йĕр правилисене вĕрентес тĕлĕшпе ирттерекен мероприятисем яланах актуаллă.

Çул-йĕр çинче ачасем сусăрланассине профилактикăлассипе «Колосок» 2 номерлĕ ача сачĕн коллективĕ нумай çул тĕллевлĕн ĕçлесе пурăнать, çавăнпа та вĕрентÿпе воспитани процесĕнче çак тĕлĕшпе ирттерекен мероприятисем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Ача сачĕн педагогĕсем шкул çулне çитмен ачасем çул-йĕр çинче инкек ан курччĕр тесе «Светофорная наука» ятарлă авторла программа хатĕрленĕ. 2009 çулта республикăри ача сачĕсем хушшинче «Светофорик» ятпа иртекен конкурсра пирĕн ача сачĕ «Ачасене урамри хăрушсăрлăх правилисене вĕрентессипе чи лайăх ача сачĕ» номинацире лауреат ята тивĕçнĕ. Çул-йĕр çинчи правилăсене вĕрентессине халалланă мероприятисене ГИБДД сотрудникĕсем хутшăнни йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Ачасемпе воспитательсем районти ГИБДД уйрăмне экскурсие те тăтăшах кăсăкланса çÿреççĕ. Çавăн пекех воспитательсем музыка руководителĕпе пĕрле ачасем хушшинче çул-йĕр правилисемпе çыхăннă тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Çак темăпа Г.Петрова пĕрремĕш квалификаци категориллĕ воспитатель хатĕрленĕ методика кăтартăвĕсем «Çул-йĕр правилисем хисепе тивĕç» проектĕнче кун çути курнă. Çак проектăн тĕллевĕ практикăра ачасене çул-йĕр çинчи тĕп правилăсене, асăрханулăха вĕрентесси. Тĕрлĕ заданисене пурнăçласа ачасем сăнавсем, тĕпчевсем ирттереççĕ, ÿкереççĕ, музыка итлеççĕ. «Школа дорожных наук» тематика эрнинче Галина Григорьевна «Çул-йĕр азбуки», «Çул-йĕр правилисене пĕлекенсем», «Урам - вăйă вырăнĕ мар», «Çул-йĕр юхăмĕн çĕршывĕ» вăйăсем ирттерчĕ. «Çул хĕрринче ан выля, çул çине чупса ан тух» хăрушсăрлăх правилисен тематикипе çыхăннă çемье ÿкерчĕкĕсен куравĕ ачасемпе ашшĕ-амăшĕсене уйрăмах килĕшрĕ.

Ачасене ырă тĕслĕх кăтартаканĕсем чи малтанах ашшĕ-амăшĕсем, аслăрах ÿсĕмрисем. Вĕсем хăйсене çул çинче еплерех тытнине кура шăпăрлансем те тĕслĕх илеççĕ.

Çавна май ачасене çул-йĕр çинче пулма пултаракан инкексенчен сыхласси ашшĕ-амăшĕн кулленхи тивĕçĕ пулни çинчен каласа хăварасшăн. Çул-йĕр правилисене пăхăнассине хăвăрăн тĕслĕхÿпе çирĕплетĕр. Ачана правилăсене вуласа парса пÿрнепе юнаса хăратасси мар, çул çинче ăна кашни минутрах кĕтмен çĕртен хăрушă лару-тăру кĕтсе тăма пултарасса ăнлантарса пани чи кирли. Ачасене упрама пĕлĕр, вĕсене хăйсене упрама вĕрентĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика