АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паха шывпа тивĕçтерме

27 июня 2012 г.

Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев тата «РусГидро» АО правленийĕн председателĕ Е.Дод ЧР Министрсен Кабинечĕпе çак общество хушшинчи Килĕшĕве алă пуснă.

Малтан АО филиалĕнче - Шупашкар ГЭСĕнче - тĕл пулса пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлессипе çыхăннă ыйтăва сÿтсе явнă. М.Игнатьев ларуран тухсанах Килĕшĕве çирĕплетессине пĕлтернĕ. Енсем хăйсен умне электроэнерги перекетлес, унăн тухăçне ÿстерес, республикăна ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерес, çурт-йĕртен усă курнă шыва юхтарса кăларас, энергоаудит тĕлĕшпе федераци, регион, ведомство программисене пурнăçласа социаллă ыйтусене татса пама, экономикăна аталантарма тĕллев лартаççĕ. Пĕрлехи проектсем пуçласа, патшалăх пулăшăвĕпе усă курса энергетика, коммуналлă хуçалăх, социаллă тата шывпа тивĕçтерекен инфратытăм объекчĕсен проекчĕсене пĕрле тăвĕç, вĕсене пурнăçа кĕртĕç. Килĕшÿре производство хăвачĕсене ÿстерес, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелес тĕллевпе промышленноç саккасĕсем пурнăçлассине, Энерготухăçлăх центрĕн майĕпе пĕрле усă курассине палăртнă. Ĕçе харпăр хăй укçине тата кредитсене явăçтарса, общество специалисчĕсен паха опычĕпе усă курса нумай проекта, çав шутра коммуналлă хуçалăхăн шыв инфратытăмне çĕнетессине, ĕçе кĕртесшĕн. М.Игнатьев журналистсен ыйтăвне хуравласа çапла каланă: «Çынсене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтермелли программа республикăра лайăх пурнăçланать. Çакăншăн эпĕ Раççей Президентне В.Путина тав тăватăп. Федераци бюджетĕнчен Чăваш Ен хальлĕхе пурĕ 3 миллиард, çав шутра пĕлтĕр 467 миллион тенкĕ илнĕ. Кăçал республикăна 270 миллион тенкĕ куçарма документсем тăратрăмăр. Патшалăх корпорацийĕпе алла-аллăн тытăнса ĕçлесе коммуналлă хуçалăх умĕнчи ыйтусене татса парăпăр, çак енĕпе çĕршывра пилот проекта пурнăçа кĕртĕпĕр. Пĕрле тăрăшсан, утăм хыççăн утăм тусан йывăр урапа малалла каясса шанатпăр».

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика