27 июня 2012 г.
Шупашкарти «Акконд» кондитер фабрикинче бисквит десерт хатĕрлекен производство линийĕ ĕçлеме пуçланă. Ăна уçма РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ А.Аршинова, республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев, Чăваш тата Тутар Республикисен Патшалăх Канашĕсен Председателĕсем Ю.Поповпа Ф.Мухаметшин, Пушкăрт Республикин Патшалăх Пухăвĕн Председателĕ К.Толкачев, Чечен Республикин Правительствин тулаш çыхăнусен департамечĕн ертÿçи И.Хаджимурадов хутшăннă.
Акционерсен обществин генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Иванов вĕсене кĕскен фабрика историйĕпе паллаштарнă.
«Общество кăçал технологин производство калăпăшне самаях ÿстерчĕ, - тенĕ Валерий Николевич. - Паян çĕнĕ продукци пама пуçланине савăнса пĕлтеретпĕр. Чикĕ леш енчен оборудовани туянма 90 миллион тенкĕ уйăртăмăр. 2012 çул вĕçлениччен тăватă хутлă çĕнĕ корпус туса пĕтеретпĕр. Унта кондитер изделийĕн тăхăр линине ĕçе кĕртетпĕр. Вăл калăпăша 50 процент ÿстерме май парĕ».