АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре тăрăшакан - уявра савăнакан

27 июня 2012 г.

Июнĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Шупашкар районĕнчи Кÿкеç поселокĕнче иртнĕ уяв мероприятийĕсене хутшăннисемпе хăнасене Республика кунĕ ячĕпе саламланă. Чăваш Енĕн тĕп уявне палăртнă çĕре çавăн пекех РФ Патшалăх Думин Вĕрентÿ комитечĕн председателĕн çумĕ А.Аршинова, Литва Республикин Раççей Федерацийĕнчи Посольствин ял хуçалăх енĕпе ĕçлекен атташе И.Зарене хутшăннă.

«Паянхи Чăваш Ен - çирĕппĕн малалла аталанса пыракан регион. Пирĕн пуян истори, хăй евĕрлĕ культура, нацин çирĕп йăлисем. Çапах та Чăваш Енĕн тĕп пуянлăхĕ вăл - тăрăшуллă та ĕçчен халăх», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче М.Игнатьев. Вăл тата республикăн пурнăçа лайăхлатмалли пысăк майсем пуррине те палăртнă.

«Чăваш Енре ырă, талантлă, ĕçчен çынсем нумай. Республикăра пурăнакансене пурне те хăйсен ĕçĕпе май килнĕ таран ытларах киленме сунатăп», - тенĕ Раççей Патшалăх Думин Вĕрентÿ комитечĕн председателĕн çумĕ А.Аршинова.

Республика Пуçлăхĕ агропромышленность комплексĕнче ĕçлесе уйрăмах палăрнă çынсене патшалăх наградисем панă. Ивановсене - Ульян Ивановичпа Рема Михайловнăна - «Юратупа тÿрĕлĕхшĕн» орден медалĕпе наградăланă.

Шупашкар районĕн пуçлăхне В.Рафинова Шупашкар районĕ валли Чăваш Республикинчи пĕтĕмĕшпе пĕлÿ системине модернизацилемелли комплекслă мерăсен шучĕпе укçа-тенкĕ тата 29,5 миллион тенкĕлĕх оборудовани уйăрни çинчен сертификат панă. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсен пуçлăхĕсене тата «Земство тухтăрĕ» программа участникĕсене те патшалăх пулăшăвĕ илме сертификатсем панă.

Яла аталантарасси пĕлтерĕшлĕ

Июнĕн 24-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи «Чувашагромаркет» СХПК акционерсен хупă обществин территорийĕнче Республика кунне халалласа «Уй кунĕ-2012» курав уçăлнă. «Уй кунĕ» курава Чăваш Енре 2006 çултанпа ирттереççĕ. Кăçал унта Украинăри, Белоруссири, Раççейĕн тĕрлĕрен регионĕсенчи 50 ытла дилер хутшăннă. Хăйĕн саламлă сăмахĕнче М.Игнатьев курава йĕркелекенсене тăрăшнăшăн тав тунă. «Сирĕн ĕç ялти вак тата вăтам бизнеса малалла аталанма лайăх май парать, аграрин эффективлă технологийĕсене хута яма пулăшать, ялта пурăнакансен менталитетне улăштарать», - тенĕ Республика Пуçлăхĕ. Вăл тата çакна та палăртнă: Чăваш Енре агропромышленность комплексĕн предприятийĕсене, фермер (хресчен) хуçалăхĕсене, харпăр-хăй хуçалăхĕсене пулăшассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Акă, республика уйрăм хуçалăхсене аталантарма кредит парассипе малалла пырать. Çакăн пек кредитсемпе Чăваш Енре кашни виççĕмĕш хуçалăх усă курнă. Патшалăх пулăшăвĕ яла çитет, паян унта аталанма пур май та çителĕклĕ. Енчен те çĕрпе пĕлсе усă курсан, вăл ĕçчен çынна хăйĕн ырлăхĕпе туллин тивĕçтерĕ.

Республика Пуçлăхĕ хăй кураври икĕ тĕслĕхе - трактора тата выльăх апачĕ пухмалли комбайна - тĕрĕслесе пăхнă. «Уй кунĕ-2012» куравра мĕн пурĕ хальхи вăхăтри ял хуçалăхĕн 130 техникине яхăн тăратнă, вĕсемпе çĕр улми, тĕш-тырă, выльăх апачĕн культурисене туса илес ĕçре усă курма пулать. Кунтах тата çĕнĕ технологисемпе, ял хуçалăх культурисен малашлăхлă сорчĕсемпе тата минераллă удобренисемпе, ÿсен-тăрансене хÿтĕлемелли эффективлă майсемпе паллашма, вĕсене илме килĕшÿсем тума пулать.

«Раççей çăл куçĕсем» ан типчĕр

Шупашкар хулин Хĕрлĕ площадĕнче Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» XX фестивальне хутшăнакансен юррисем янăранă. Республика кĕтесĕсенчен тата Белоруссирен килнĕ коллективсем Чăваш Ене чысланă.

Тăван çĕрĕн çыннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев саламланă. «Паян Чăваш çĕрĕн - пысăк уяв. Республика кунĕ ячĕпе саламлама пирĕн пата Раççейĕн 40 регионĕнчен тенĕ пекех килнĕ. «Раççей çăл куçĕсем» фестивальте эпир кашни çулах чи лайăх коллективсене, пултаруллă çынсене, хăйсен ĕçĕн ăстисене йышăнатпăр. Эпир хамăрăн талантлă, тĕллевлĕ, ĕçчен çынсемпе пуян», - палăртнă вăл. Республика Пуçлăхĕ культурăри тава тивĕçлĕ çынсене патшалăх наградисем панă. «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденăн медалĕсене çаксем тивĕçнĕ: П.Афанасьев - чăваш литературине тата искусствине аталантарма пысăк тÿпе хывнăшăн, нумай çул хушши тухăçлă ĕçленĕшĕн тата В.Тургай - чăваш литературине сарма пысăк тÿпе хывнăшăн, обществăлла ĕçе активлă хутшăннăшăн. Культурăри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул хушши тухăçлă ĕçленĕшĕн О.Евдокимовăна, Шупашкарти 3-мĕш ачасен искусство шкулĕн директорне, «Чăваш Республика культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.

Михаил Васильевич аллинчен Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей ăстисем» вуннăмĕш конкурсĕн çĕнтерÿçи Е.Болдырева гран-при (ноутбук) илнĕ.

Уяв программине Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» фестивалĕн коллективĕсем малалла тăснă. Вĕсен юррисенче тата ташшисенче хăйсен халăхĕпе тата нумай нациллĕ пысăк Раççейпе мухтанни палăрса тăнă.

Фестиваль çинчен хăнасем ăшшăн çапла каланă: «Çакăн пек чаплă фестивальшĕн сирĕн халăха мухтав. Эсир халăхăн чи хаклă пуянлăхне - унăн юррисене, унăн чун-чĕрине упратăр. Пирĕншĕн кунта хăнара пулни пысăк чыс. Пирĕн çамрăксем туслă, вăйлă, интернационаллă, вĕсем Раççейпе, Кавказпа тата Çынпа мухтанаççĕ. Фестивале малалла та аталанма, чечекленме сунатăп», - тенĕ Е.Бархатова, Кабардино-Балкаринчи Баксан хула округĕн управленийĕн пуçлăхĕ.

Брянскри «Бабушкины внуки» вырăс юррисен ансамблĕ «Бурановские бабушки» ансамбльпе тата ытти халăх коллективĕсемпе пĕрле Лондонри Олимпиадăра Раççей чысне хÿтĕлĕ. Коллектив ертÿçи В.Латенков «Раççей çăл куçĕсем» фестивалĕн тĕлĕнмелле вăй-хăватне палăртнă. «Эсир хăвăрăн тĕп уяв валли питĕ тĕрĕс формат тупнă. Пур çĕрте те юрă янăрать, пурин те кăмăлĕ питĕ аван», - палăртнă вăл.

Астраханьти «Берегиня» халăх юррин ансамблĕ Шупашкара виççĕмĕш хут килнĕ. «Чи малтан кунта эпир 1996 çулта пулнă, унтан - 2006-мĕшĕнче, акă халĕ кăçал та килтĕмĕр. Эпир хула епле улшăнса пынине хамăр куçпа куратпăр. Ăна паллама та çук - вăл татах та тасарах, илемлĕрех, хальхи вăхăтри хула. Эпир кунта татах та килме питĕ хавас. «Раççей çăл куçĕсене» тата сирĕн республикăна нумай çул пурăнма сунатпăр», - тесе каланă коллектив ертÿçи О.Богатырев.

Çĕнĕ çуртсем хăпараççĕ

Июнĕн 24-мĕшĕнчех Шупашкар районĕнчи Ишлей ялĕнче 60 хваттерлĕ пурăнмалли çурта хута янă. Вĕсенчен 29 хваттерне «Чăваш Республикинчи граждансене пурăнмалли кивĕ кил-çуртран çĕннине куçарасси» республикăн тĕллевлĕ программин шучĕпе панă.

Çĕнĕ хваттер хуçисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев саламланă. Вăл строительсене пахалăхлă ĕçшĕн тав тунă, малашне те хваттер уççисене панă чухне республика ертÿçисен хĕрелме тивмессе шанни çинчен пĕлтернĕ.

«Чăваш Ен халăх пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатас политикăна тытса пырать. Сире пурне те çак паллă событипе саламлатăп, эсир малашне тата лайăхрах ĕçлессе шанатăп, сирĕн çемьесенче вара кĕтнĕ ачасем çураласса шанатăп», - тенĕ М.Игнатьев. Вăл çавăн пекех çурт тунă организацин - «Ялти хăтлăх» акционерсен уçă обществин темиçе сотрудникне тав хучĕсем панă.

Мĕн пурĕ «Чăваш Республикинчи граждансене пурăнмалли кивĕ кил-çуртран çĕннине куçарасси» республикăри тĕллевлĕ программăна пурнăçлама тытăннăранпа Чăваш Енре 24,4 пин тăваткал метр хута ярĕç, республикăри 1000 çын ытла хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатĕç.

Уяв Кÿкеçре те кĕрленĕ

«Уй кунĕ-2012» курава уçнă хыççăн М.Игнатьев ЧР Пуçлăхĕ уявăн хисеплĕ хăнасемпе пĕрле кунта çитнĕ. Вăл Шупашкар районĕнче пурăнакансем кăçалхи Республика кунне хăйсем патĕнче ирттерме хастар та пуçаруллă ĕçĕпе, ÿсĕмлĕ кăтартусемпе ирĕк çĕнсе илни çинчен каланă.

Халăха пĕрлештерекен Акатуй

ЧНК пуçарăвĕпе, Шупашкар хула администрацийĕ пулăшнипе, Республика кунĕнче «Шупашкара - 500 çул» культурăпа кану паркĕнче 4-мĕш хут пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ иртнĕ. Унта çĕршывăмăрăн тăхăр регионĕнчен (Оренбург, Самар, Тутарстан, Чĕмпĕр, Пушкăртстан, Беларуç, Эстони тата ытти) килсе çитнĕ хăнасем хутшăннă. Уява Чăваш Енĕн нумай районĕ те хапăл тунă.

Тĕп уявăмăра ирттерме пухăннă ентешĕмĕрсем чăваш халăхне халалласа лартнă Юпа умне пухăннă. Мăчавăр (Е.Ерагин), Аттил патша (А.Иванов), ЧНК пĕрремĕш вице-президенчĕ В.Иванов, СССР халăх артистки В.Кузьмина «Ваттисене манмăпăр, тăван чĕлхене, йăла-йĕркене упрăпăр, ĕмĕрех пĕрле пурăнăпăр. Халăхăмăр йышлансах пытăр, çăкăр-тăвартан ан татăлтăр», - тесе Турăран пил ыйтнă, хамăр халăхăмăршăн юн юхтарнă йăхташăмăрсене асăннă, парне кÿнĕ. Çапла Юпа патне çăмарта, çăкăр хуçса хунă. Юлнă çимĕçе халăха пайласа панă.

Вăрмарсем хăйсен ĕçĕпе паллаштарнă

Июнĕн 21-мĕшĕнче Шупашкарти «Экспо-Контур» курав центрĕнче регионсем хушшинчи «Регионсем хушшинчи чикĕсĕр хутшăну» XIX-мĕш куравĕ иртнĕ. Ăна «Стратегиллĕ иновацийĕсен вăхăчĕ» Шупашкарти пиллĕкмĕш экономика форумĕн шайĕнче Республика кунне халалласа ирттереççĕ.

Куравăн тĕллевĕ - Раççейри тата ют çĕршыври предприятисемпе ĕçлĕ тата суту-илÿ çыхăнăвĕсем йĕркелесси. Çавăнпа Вăрмар район делегацийĕ те, хăйсен продукцийĕпе паллаштарас, çĕнĕ технологисемпе паллашас тĕллевпе хутшăнчĕ.

Район экспозицийĕнче «Вăрмарти çĕвĕ фабрики» «ОВАС», «Светлана», «Вăрмарти çăкăр завочĕ», «АЛТЭЦЦА» тулли мар яваплă обществосем хăйсен продукцийĕсене тăратнă. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, унăн заместителĕ, ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, экономика пайĕн пуçлăхĕ Н.Краснова, çÿлерех асăннă предприятийĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă. Экспозиципе Республика пуçлăхĕ М.Игнатьев паллашнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика