АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăнасем стипендиатсене чысларĕç

27 июня 2012 г.

Йăлана кĕнĕ майпа ирттерекен вĕренÿ çулĕ пĕтнĕ хыççăнхи юлашки линейкăна Н.А.Афанасьев ячĕллĕ Кĕлкешри шкул ачисем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Ара, тĕп хуларан чаплă хăнасем килеççĕ-çке! Чăн-чăн чăваш хăни нихăçан та пушă алăпа килмест, кучченеçпе, парнесемпе савăнтарать.

Мĕншĕн, тетĕр-и? Асăннă шкул - асамлă. Пирĕн тăрăхри паллă педагог Николай Афанасьевич Афанасьев тăрăшнипе ăна 1971 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче уçнăранпах çапла. Николай Афанасьевич Аслă Отечественнăй вăрçăра Ленинград фронтĕнче çапăçнă, икĕ хутчен йывăр аманса инвалид пулса таврăннă. Апла пулин те, алла усса ларман, тĕппипех педагогика çулĕ çине тăнă, Тупах тата Кĕлкеш шкулĕсенче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. 40 çул хушши истори тата обществоведени предмечĕсене вĕрентнĕ, çак вăхăтра 33 çул шкул директорĕ пулнă. Чи вăйлă руководительсенчен пĕри пулнă вăл.

Н.Афанасьев пуçарăвĕсене малалла тăсса, вăл вĕрентсе хăварнисене тĕпе хурса малалла талпăнать хальхи вăхăтра пысăках мар Кĕлкеш шкулĕ. Чăн та, кунта юмахри пекех, тем те пулса иртет, ĕненменнисен вара килсех курма тивет. Ачасем те, учительсем те кунта маттур. Лайăх вĕренеççĕ, хитре те витĕмлĕ ÿкереççĕ, творчествăлла тата тĕпчев ĕçĕсем çыраççĕ. Пурте спортпа туслă тата. Пирус, наркотик, эрех йышши наркăмăшпа аташаканни пĕр çын та çук! Шкул коллективĕ пĕр спорт мероприятийĕнчен те юлмасть, час-часах малти вырăнсенче. Шкулта спорт енĕпе уйрăмах палăрнă ачасем те чылай. Тĕслĕхрен, 7 класра вĕренекен С.Матвеева çуран чупас енĕпе те, йĕлтĕрпе чупассипе те район тата районсем хушшинче те чемпионка. Унăн 6 класра вĕренекен тусĕ Т.Кузьмина та унтан юласшăн мар, час-часах 2-3-мĕш вырăнсене çĕнсе илет. Президент ăмăртăвĕсенче 7 класс ачисем районта 2-мĕш вырăн йышăнчĕç. Кунта вара физкультурăпа пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсен учителĕн О.Кузьминăн тÿпи питĕ пысăк. Вăл районти физкультурăпа ОБЖ учителĕсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи, Афган вăрçин ветеранĕ.

Музыка учителĕ Т.Гаврилова вара ачасене юрă-кĕвĕ илемне туйма, фольклор тата юмах-спектакль ĕçне явăçтарать. Ачасем кирек хăш сцена çинче те хăйсене артистсем пекех туйма вĕренчĕç, кама кăна савăнтармарĕç-ши кăçалхи çул! Тĕслĕхрен, вĕсем Арапуçĕнчи ваттисен çуртне, Аслă Чакри ачасен реабилитаци центрне, Пинер шкулне, районти полици уйрăмне çитсе концертсем кăтартрĕç. Районта иртекен «Хрустальная туфелька», «Пасхальная радость» фестивальсенче хутшăнса ырă сăмахсене тивĕçрĕç.

Нумай çул шкулта ачасен «Тăван ен» тата «Волшебные краски» пĕрлешĕвĕсем ăнăçлă та тухăçлă ĕçлеççĕ. Вĕсене С.Романова учитель ертсе пырать. Ачасем музей çумĕнче тĕпчевсем тăваççĕ, уявсем, экскурсисем ирттереççĕ, ваттисен патне тухса çÿреççĕ, хаваспах конкурссенче хутшăнса палăраççĕ. Краеведени олимпиадисенче вĕсем яланах малта. Кăçалхи çул пĕрлешÿ членĕсем пурĕ тавра пĕлÿ енĕпе 6 олимпиадăра 16 ача хутшăннă. С.Матвеева тата К.Анилина районта 1-мĕш, республикăри олимпиадăсенче Т.Кузьмина 1-мĕш, И.Паденькова 2-мĕш, С.Матвеева тата Т.Кузьмина 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Унсăр пуçне С.Матвеева Мускавра иртекен тата тепĕр краеведени олимпиадинче хутшăнса палăрнă. Света - «Тăван ен» пĕрлешĕвĕн председателĕ, унăн пулăшуçисем - Т.Кузьмина (6 кл.), Н.Обручкова тата В.Алексеев (7 кл.) Тăваттăшĕ те вĕренÿ отличникĕсем, шкулăн тĕп экскурсовочĕсем, пур енĕпе те маттур.

Хитре ÿкерес енĕпе те шкул ачисем чылай палăраççĕ. Тĕслĕхрен, С.Матвеева республикăра иртнĕ «Вокруг света с рюкзаком» конкурсра 1-мĕш пулчĕ, «Туристический ориентир - Чувашия» фестивале кайса курса диплом, телефон тата кубок илсе килчĕ. Пĕчĕк шăпăрлансем хушшинче уйрăмах И.Романова маттур. Сăвăсем çырать, концертсене хутшăнать, хитре ÿкерет. Унăн портфолио тулсах пырать. Нумаях пулмасть Налук инспекцийĕ ирттернĕ конкурсра та 3-мĕш вырăна тухрĕ.

Тĕпчев ĕçĕнче С.Матвеева, Т.Кузьмина, И.Паденькова тата К.Ванюкова маттур. Районта та, республикăра та вĕсем 1-мĕш вырăнсене тухма пултарчĕç. Тăван ен пуянлăхне, хăватлăхне чунпа туйса ÿсеççĕ Кĕлкеш ачисем. Халăх чунтан юратнă педагогăмăр Г.Волков шкулта час-часах пулса калаçни, вĕрентсе каланисем яланах ачасен асĕнче юлĕç. Пур ĕçре те килĕшÿ тата юрату пулмалли çинчен калатчĕ вăл пире. «Пурнăçра чи кирли - пĕлÿ, ăслă пулăр, лайăх вĕренĕр», - тенĕ час-часах Н.Афанасьев. Икĕ педагог хăй вăхăтĕнче туслă, пĕр-пĕрне хисеплесе, юратса, пулăшса пурăнни пире ĕçре татах та хавхалантарса пырать.

Кĕлкеш ачисемшĕн тата тепĕр пысăк хавхалану вăл - 2004 çултанпа кашни çулах Н.Афанасьев фончĕнчен (ертÿçи унăн хĕрĕ Т.Петрова) стипенди илсе тăни. Ăна кăçал 12 вĕренÿ отличникĕ: В.Меров, А.Сурнаева (3 кл), Р.Митрофанова, Н.Порфирьева (4 кл), Е.Данилова, Р.Степанова (5 кл.), Т.Кузьмина (6 кл), В.Алексеев, К.Краснова, С.Матвеева, Н.Обручкова (7 кл), К.Анилина (8 кл) илме пултарчĕ. Стипенди пама тĕп хулари И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУран 3 ученăй килчĕ: наукăпа инноваци ĕçĕсен проректорĕ, педагогика наукисен докторĕ Т.Петрова профессор, художествăпа графика факультечĕн деканĕ, педагогика наукисен докторĕ И.Рязанцева профессор, маунтинбайк енĕпе чемпиона тухнă С.Васильев аспирант.

Хăнасене ачасем тăвăллăн алă çупса чăваш юрри-кĕввипе кĕтсе илчĕç. Çамрăк экскурсоводсем шкулпа тата Н.Афанасьев музейĕпе паллаштарчĕç. Кунта курмалли-тĕлĕнмелли туллиех пулчĕ. Тĕрлĕ çĕрте ачасен пултарулăхĕн куравĕсем куçа илĕртрĕç. Паллах, çак илем учительсем те ырми-канми ĕçлемесĕр пулмасть. Çакна шута илсе хаклă хăнасем учительсене те тав туса, парнесем парса чысларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика