АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçа таятпăр, паттăрлăха манмастпăр

27 июня 2012 г.

Ку цифрăсене пĕрре кăна çырмастпăр хамăр хаçатра, анчах çулсем иртеççĕ, ваттисене çамрăк ăру улăштарать, вĕсен вара çакна асрах тытасчĕ.

Аслă Отечественнăй вăрçа пирĕн районтан 6890 çын тухса кайнă, вĕсенчен вара 2759-шĕ çеç каялла таврăннă, 4131-шĕ вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Çĕнтерÿ пире питĕ хакла ларнă, анчах Тăван çĕршыв хăй тытăмлăхне упраса хăварса тĕнчере паянхи кун ятлă-сумлă çĕршыв пулса тăни асаттесемпе кукаçисем, çывăх тăвансем юн тăкни вĕсен паттăрлăхĕнчен килнĕ.

Паттăрлăх пирки калас пулсан, çар хирĕнче пурнăçне хĕрхенмесĕр тăшмана хирĕç çапăçнă пур ентеше те пĕчĕк статьяра асăнма пулмĕ, çапах пур паттăр та - Совет Союзĕн Геройĕ А.Казаков (Кивĕ Вăрмар), Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ П.Порфирьев (Саруй) - çÿлерех асăннă вăрçăн пур участникĕ те çĕршыв тата район историйĕнче ĕмĕрлĕхех асра юлĕç.

Вĕсене асăнсах ĕнтĕ июнĕн 22-мĕшĕнче, Асăнупа хурлăх кунĕнче, Вăрмар поселокĕнче Çĕнтерÿçĕ салтак палăкĕ умĕнче хурлăхлă митинг иртрĕ. Унта пухăннисем умĕнче район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Ю.Соколов, Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Харитонов, кунти администраци пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ Л.Голубева, ĕç ветеранĕ В.Смирнов сăмахсем каларĕç, Çĕнтерÿ мĕнле йывăрлăхпа килнине аса илтерчĕç. Ун хыççăн районти тĕрлĕ учрежденисемпе организацисенче, предприятисенче ĕçлекенсем палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика