АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чыс та мухтав ветерана

23 июня 2012 г.

Июнĕн 21-мĕшĕнче Кавал ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранне, Пăвакасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Михаил Лукич Лукина 90 çул тултарнă ятпа ăшă сăмахсемпе саламларĕç, чысларĕç. Савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикинчи федераллă тĕп инспектор Г.Федоров, район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Ю.Соколов, ветеранăн тăванĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ял-йыш пуçтарăнчĕç.

Михаил Лукич 1922 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнче Пăвакасси ялĕнче çуралса çитĕннĕ. Çемьере вĕсем виçĕ ача ÿснĕ. 1939 çулта М.Лукин Кавалти шкултан вĕренсе тухать. 1941 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнче хăйĕн ирĕкĕпе фронта каять. Вăрçă хирĕнче икĕ хутчен аманать. Михаил Лукич «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ. Вăрçă чарăнсан, Эстонире службăра пулнă хыççăн, 1946 çулхи майăн 22-мĕшĕнче тăван киле таврăнать, çемьеленет. Нумай çул «Ленинский» совхозра ферма заведующийĕ, уй-хир бригадирĕ пулса ĕçленĕ М.Лукин. Çемйи те пысăк унăн, мăшăрĕпе иккĕшĕ 7 ача пăхса çитĕнтернĕ. Халĕ вара 11 мăнук тата 12 кĕçĕн мăнук.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ пулнă ятпа 2008 çулта Михаил Лукич çăмăл автомашинăна, 2010 çулта РФ Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн пĕр пÿлĕмлĕ хваттере тивĕçнĕ. Паянхи кун 90 çулти асатте тата кукаçи М.Лукин Пăвакассинчех, кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать.

Чăваш Республикинчи федераллă тĕп инспектор Г.Федоров ветеран ячĕпе РФ Президенчĕ В.Путин алă пуснă салама илсе килнĕ. Сумлă çынна саламларĕ, парне пачĕ. Çавăн пекех ырлăх-сывлăх сунса М.Пуклаков, Ю.Соколов та ăшă сăмахсем каларĕç. Михаил Лукич район администрацийĕн пуçлăхĕн К.Никитинăн Тав çырăвне, парнине те тивĕçрĕ. Кавал ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем те ветерана парне, чечек çыххи парнелерĕç. Михаил Лукич хăйĕн ачалăхне, вăрçă çулĕсене халĕ те ас тăвать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика