АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйтăвĕсем анлă пулнă

23 июня 2012 г.

Июнĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Раççей регионсен аталанăвĕн министрĕпе О.Говорунпа тĕл пулнă.

Тĕл пулу вăхăтĕнче Çĕнĕ Шупашкарта «Йăлари хытă каяшсене ĕçлесе хатĕрлесси тата тĕп тăвасси» приоритет инвестици проектне пурнăçлама 2012 çулта РФ Инвестици фончĕн бюджет укçи-тенкине уйăрас малашлăха сÿтсе явнă.

Сÿтсе явнă тепĕр тема - Канаш хулине, монохулана, пулăшасси. М.Игнатьев О.Говоруна хальхи вăхăтра Канаша модернизацилемелли Комплекслă инвестици планĕ туса хатĕрленине каласа панă. Ăна пурнăçа кĕртни хула йĕркелекен предприятисене пĕр тикĕс аталантарассине тивĕçтерĕ, ĕçлекенсен йышне ÿстерĕ, вĕсен тупăшĕсен шайне пысăклатĕ.

Республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ тата тепĕр ыйту - федерацин «2011-2017 çулсене йышăннă «Таса шыв» тĕллевлĕ программи» тата ăна Чăваш Республикин территорийĕнче пурнăçласси. Палăртса хăварар: Чăваш Ен 2005 çултанпа Раççей Федерацийĕнче пуçласа республикăн «Чăваш Республикинчи халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси» тĕллевлĕ программине пурнăçлама тытăннă. 2005-2011 çулсенче программăпа пăхнă мероприятисене пурнăçлама республика бюджетĕнчен 3 млрд тенкĕ ытла уйăрнă.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравласа М.Игнатьев Раççей регионсен аталанăвĕн министрĕпе ирттернĕ тĕл пулу ăнăçлă пулнине пĕлтернĕ. «Министерствăпа эпир пĕрремĕш кун çеç ĕçлеместпĕр. «Таса шыв» программа тăрăх кăçал 270 млн яхăн тенкĕ илме шанăç пур. Çынсем çак программа çинчен пĕлеççĕ, ăна вĕçлессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Калаçура пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсене - тарифсене ÿстересси, сахал тупăшлă çемьесене субсидисем тÿлесси - сÿтсе явнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика